Универсиада пулас кооператорсене пухрĕ

23 Çу, 2014

Ĕнер Шупашкарти коопераци институтĕнче Раççей коопераци университечĕн студенчĕсен çуллахи Универсиади пуçланчĕ.

Чăваш Ене Мускав, Волгоград, Хусан, Саранск, Краснодар, Сарă ту облаçĕнчи Энгельс хулисенчен 350 ытла студент килнĕ. Савăнăçлă парадра хăнасемпе спортсменсене Раççей коопераци университечĕн ректорĕ Владимир Кривошей, Шупашкарти коопераци институчĕн ректорĕ Валерий Андреев, ЧР физкультурăпа спорт министрĕн çумĕ Сергей Шелтуков, Чăвашпотребсоюз канашĕн ертÿçи Валерий Павлов, ЧР Патшалăх Канашĕн комитечĕн председателĕ Николай Малов, Раççей спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕсем Олимпиада Иванова, Ольга Егорова, Владимир Андреев тата ыттисем саламаларĕç.

Икĕ кунра студентсем спортăн тĕрлĕ енĕпе тупăшĕç: хĕрсемпе каччăсен командисем баскетбол, волейбол, мини-футбол, сĕтелçи теннис турнирĕсенче ăмăртĕç, атлетсем кросра тата эстафетăра мала тухассишĕн кĕрешĕç, каратистсем университет чемпионĕн ятне çĕнсе илессишĕн вăй виçĕç. Пултарулăх коллективĕсемпе ушкăнĕсем «Раççей коопераци университечĕн çĕр таланчĕ» фестивальте хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарĕç.

Тĕплĕнрех - ытлари кунхи номерте.

Рубрика: