Çулĕсене кура мар хастар

23 Çу, 2014

Пирĕн республикăри аслă ăру çыннисем çамрăксене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма сăмахпа кăна мар, ĕçпе хавхалантарса пынине витĕмлĕн çирĕплетеççĕ. Çакă тивĕçлĕ канăва тухнисен хушшинче Раççей спартакиади ирттернинчен те лайăх курăнать.

Асăннă мероприятин пĕрремĕш тапхăрĕ район-хулара ăнăçлă иртрĕ. Тупăшусенче çĕнтернисем вара спартакиадăн иккĕмĕш тапхăрне хутшăнма тивĕçлĕ пулчĕç. Нумаях пулмасть республикăри хуласемпе районсен пĕрлештернĕ ушкăнĕсем - пĕтĕмпе 25 команда - Йĕпреç поселокĕнчи "Спартак" стадиона пуçтарăнчĕç. Кунти спорт арени пенсионерсен тĕрлĕ енлĕ ăсталăхне тĕрĕслемелли вырăн пулса тăчĕ. Вĕсем çăмăл атлетика, шывра ишес, сĕтелçи теннисла, шахматла выляс, тĕл перес, аэробика тата ытти енĕпе тупăшрĕç. Чăваш Енĕн пур кĕтесĕнчен те килнĕ спорт ветеранĕсене ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Мельников, РФ Федераци Канашĕн социаллă политика енĕпе ĕçлекен комитет ертÿçин пулăшаканĕ Владимир Клоницкий, Йĕпреç район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Чугаров, Раççей Пенсионерсен союзĕн республикăри уйрăмĕн ертÿçи Валерий Сапожников тата РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕн çумĕ Валерий Николаев саламларĕç.

Кĕçех атлетсем старта тухрĕç. Арçынсем - 400, хĕрарăмсем 200 метрлă дистанцисенче тупăшрĕç. Çăмăллăн та вăр-варрăн чупакансене пĕрре те ветерансен йышне кĕртес килмест. Стадионти пĕр çаврăма пуринчен те малтан Каçал тăрăхĕнчи Анатолий Давыдов чупса тухрĕ. Ку çемьере спорт хăйĕн вырăнне тупнине унăн йăмăкĕ Галина та чи лайăх вăхăтпа финиша çитни те çирĕплетрĕ. Шел те, пĕтĕмĕшле кăтартусемпе Комсомольскисен команди çăмăл атлетика енĕпе виççĕмĕш вырăнта кăна, Елчĕксемпе Хĕрлĕ Чутайсем вĕсене хыçа хăварчĕç.

Шывра ишекенсене "Патвар" спорт комплексĕ йышăнчĕ. 50 метрлă дистанцире Йĕпреçре пурăнакан Владимир Васильева çитекенни тупăнмарĕ. Хĕрарăмсенчен /вĕсем 25 метра ишсе тупăшрĕç/ Шупашкарти Фрида Кузнецова çĕнтерчĕ. Сĕтелçи теннисла вылякансен хушшинче те çивĕч кĕрешÿ иртрĕ. Турнирта Сергей Юрьевпа Людмила Федорова мала тухрĕç. Сергей Крупнов /Сĕнтĕрвăрри районĕ/ тата Роза Алексеева /Шупашкар/ тĕл перекенсен ăмăртăвĕнче ыттисенчен ытларах очко пухрĕç. Шупашкар хулинчен килнĕ шахматçăсем пурне те çĕнтерсе спартакиада дипломне тивĕçрĕç. Çĕмĕрле хулинчи хĕрарăмсем аэробика енĕпе, Красноармейски районĕн туслă команди хутăш эстафетăра ыттисенчен çаврăнăçуллăрах та вăр-вартарах пулчĕç.

Спартакиада пĕтĕмлетĕвĕпе Шупашкар хулин команди республика тапхăрĕн çĕнтерÿçи пулса тăчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Çĕнĕ Шупашкарсем тата Шупашкар районĕн команди. Чемпионсем спартакиадăн çĕр-шыври тапхăрĕнче Чăваш Ен чысне хÿтĕлĕç. Ăмăрту пирĕн республикăн тĕп хулинче утă уйăхĕн 10-12-мĕшĕсенче иртĕ.

Рубрика: