«Туриада» старт илнĕ

22 Çу, 2014

Çак кунсенче Сарă ту облаçĕнчи «Хвалынский» курорт территорийĕнче федерацин Атăлçи округĕн «Туриада - 2014» спорт-туризм лагерĕ ĕçлеме пуçланă.

РФ Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич хушăвĕпе йĕркелекен мероприяти пĕрремĕш хут пĕлтĕр иртнĕ. Кăçал лагере 14 регионтан 600 ытла студентпа шкул ачи хутшăнать. Çамрăксем спорт туризмĕн тата спорт ориентировкин дистанцийĕсенче ăмăртĕç, тĕрлĕ конкурсра тупăшĕç, ăсталăх сехечĕсемпе культура мероприятийĕсенче хăйсен ăсталăхĕпе тата пултарулăхĕпе паллаштарĕç.

«Туриадăна» Чăваш Ен команди те хутшăнать. ЧР спорт туризмĕн федерацийĕн президенчĕ Владимир Атачкин ертсе пыракан ушкăн ?пурĕ 40 çын% мĕн пур конкурспа ăмăртура вăй виçĕ. Аса илтеретпĕр: пирĕн ентешсем 2013 çулта тĕрлĕ турнирта мала тухса лагерьтен 21 медальпе таврăннăччĕ.

Рубрика: 

Новости по теме