Потребителе

7 Çу, 2015

«Кил-çурт, хушма хуçалăх» хаçатăн 18 № тухрĕ.

Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 70 çул тултарнипе вулакаансене саламаланипе пуçланать хаçат.

Шупашкарти тĕп пасарти хаксемпе паллаштарни пур.

«Утарти çуркунне» материалта пыл хурчĕсен ĕçне çу уйăхĕнче мĕнле йĕркелесе пымаллине кĕскен çырса кăтартнă.

Кивелнĕ япаласенчен хуçалăхра кирлĕ япала хатĕрлеме май пур. Соковыжималкăран - хăйра.

Уя тухма выльăха маларах хатĕрлемелле. Уйра тÿрех нумай çÿресен ĕне чирлеме пултарать.

Пĕчĕк чĕпсене туяннă чухне вăл автан е чăх иккенне мĕнле пĕлмелле. Асăннă мелсемпе тĕрĕслесе пăхăр.

Ирхи пулакан купăстана лартма кая ан юлăр.

Сирень хитре çеç мар, усăллă та.

Пахчара улма-çырла тĕмĕсене тĕрĕс вырнаçтарма тăрăшмалла.

6 Çу, 2015

ВĂРМАН ПАРАНКИН УЛМИПЕ

Вăрман паранки /хохлатка полая/ апрель-май уйăхĕсенче чечеке ларать. Сиплевре ÿсен-тăранăн улмипе кăна усă кураççĕ, мĕншĕн тесен ытти пайĕ наркăмăшлă.

Улмине вăрман паранкин вăрри пулса çитсен /май-июнь/ пухса хатĕрлеççĕ. Ăна çÿхен вакласа уçă сывлăшра е лупас çинче типĕтмелле, хут хутаçа тултармалла. Сиплĕхне икĕ çула яхăн çухатмасть.

Препарачĕсем шыççа хирĕçле, юн кайнине чаракан, сурана ÿт илтерекен, тонуса çĕклекен, организма пĕтĕмĕшле çирĕплетекен витĕмпе палăрса тăраççĕ. Çавăн пекех хĕрарăмсен гормон шайне йĕркене кĕртме пултараççĕ.

6 Çу, 2015

ПИРĔН ТĂРĂХРА НУМАЙ

Шыçă курăкĕ /чистяк весенний, пшонка, салат заячий, чистник, курослепник/ пирĕн тăрăхра таçта та ÿсет. Сиплевре тымарĕпе тата çулçипе усă кураççĕ. Халăх медицининче унăн препарачĕсемпе геморройран, ÿт чирĕсенчен сипленеççĕ.

Кĕçĕ, геморрой вĕрĕлни.

Ÿсен-тăранăн типĕ çулçисемпе тымарĕсене вĕтетмелле. 1 чей кашăкĕ чĕртавара тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. Хупă савăтпа вĕрекен шыв мунчине 30 минута лартмалла. Сивĕнсен сăрăхтармалла.

Pages