Алă çуркалансан

Çуркунне час-часах алă çуркаланать. Мĕнпе çыхăннă-ши çакă? Кун пек чухне мĕнле кремпа усă курмалла?

Галина Ландышева. Етĕрне районĕ, Йÿçпан ялĕ.

Ÿт-тир вăйлă типнĕрен алă çуркаланма тытăнать. Çакна çанталăкпа та сăлтавлама пулать. Хĕвел, çил ÿт-тире типĕтет. Ытларах вара сивĕ çанталăк япăх витĕм кÿрет.

Сывлăшри нÿрĕке, температура хăвăрт улшăннине ÿт-тир лайăх туять. Хытă шыв та алла çуркаланма пулăшать. Çавăн пекех ăна супăньпе вĕри шывра тăтăш çуни те.

Кĕпе-йĕм, савăт-сапа çумалли хатĕрсемпе, цементпа, обой клейĕпе, сăрăпа, лакпа, тăпрапа, кĕлпе ĕçленĕрен те алă çуркаланать. Кун пек чухне резина перчетке тăхăнмалла. Хĕллехи вăхăтра - ăшă перчетке.

Паллах, алă çуркаланасси организмри улшăнуран та килет: сахăр диабечĕ, щит евĕрлĕ пар чирĕ аптратсан. Организмри япала ылмашăвĕ е вар-хырăм чирĕ чухне тĕрлĕ витаминпа минерал тата микроэлементсем çитмеççĕ. Çакă ытларах А, В тата Е витаминсем сахал чухне палăрать. Ÿт-тир чирĕпе чирлесен те алă çуркаланать.

Алă кушăрхарĕ е çуркаланчĕ пулсан сире кремсем пулăшĕç. Сăмахран, кил-çурта тирпейленĕ хыççăн силикон кремĕпе усă курсан аван. Çанталăк сивĕ чухне ÿт-тире хÿтĕлекеннине сĕрмелле. Кун пек чухне халăх сиплевĕпе те усă курма пулать: 2 апат кашăкĕ глицерин, 2 апат кашăкĕ шыв, 1 апат кашăкĕ пыл илмелле, хутăштармалла, кăштах çăнăх хушмалла. Хатĕр хутăша алла сĕрмелле, 20 минут тытмалла. Енчен те глицерин çук пулсан пылпа хатĕрленĕ пашалу пулăшать. Пылпа çăнăха пĕр пек виçепе илмелле, ÿсен-тăран çăвĕ е выльăх çăвĕ хушмалла. Хутăша каçхине выртас умĕн алла сĕрмелле, бинтпа чĕркемелле е пир перчетке тăхăнмалла.

Çавăн пекех алă кушăрхасан ÿсен-тăран /тасатманни/, олива, сырлан, касторка çăвĕсем пулăшаççĕ. Вĕсене каçхине алла сĕрмелле, пир перчетке тăхăнмалла. Алă çуркаланнă чухне А, Е витаминсемпе хатĕрленĕ çу хутăшĕпе усă курмалла.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.