30 Ака, 2015
Панулми уксусĕ
Кашниех тĕпелте панулми уксусĕ тытать. Унпа апат-çимĕç хатĕрленĕ чухне ытларах усă кураççĕ. Кил-тĕрĕшре те унран пахи нимĕн те çук.
- Панулми уксусĕ çĕнĕ япалана çыпăçтарнă хак хутне уйăрма пулăшать: уксуса кăштах ăшăтмалла, çĕтĕке е губка йĕпетсе ун çине хумалла. Хут хăвăрт хăйпăнать, йĕрĕ те юлмасть.
- Килти ырă мар шăршăран хăпма та панулми уксусĕпе усă кураççĕ. Холодильника, шкапа, апат-çимĕç контейнерне унпа сăтăрмалла. Ырă мар шăршă самантрах сирĕлĕ.
- Тутăхнă вак япалана ?болт, пăта, шуруп тата ытти те% уксус хушнă шывра вĕретмелле. Кайран лайăх çумалла.
- Кăмран та лайăх тасатать: чейникри шыва панулми уксусĕ ярса вĕретмелле. Чейник çĕнĕ чухнехи пек çуталĕ.
- Тумтир тĕсне упрать: япала чÿхекен шыва панулми уксусĕ хушсан – вĕсем тĕссĕрленмĕç.