Потребителе

9 Утă, 2015

Порей сухан

Ытти пахчаçимĕç йышĕнче сухана тивĕçлипех хаклаççĕ. Унсăрăн тутлă апат хатĕрлеме çук та пулĕ. Сухан сорчĕ нумай. Юлашки çулсенче порей сухан ытларах лартма пуçларĕç. Унпа апат хатĕрленĕ чухне анлă усă кураççĕ.

Çак сухан питĕ усăллă: унра тимĕр, фосфор, кали, тĕрлĕ витамин пур. Вăл организма витаминпа пуянлатать, иммунитета çирĕплетет. Типĕтнĕ порей суханра С витамин виçи 2 хут ÿсет!

8 Утă, 2015

КĔСЕЛ ПĔÇЕРЕТПĔР

Çак кĕселсене хырăмлăх сĕткенĕн йÿçеклĕхĕ пысăк чухнехи гастритпа аптрасан ĕçме сĕнеççĕ.

Пылак черешньăран. Кастрюле 1,5 стакан шыв ярса вĕретмелле, 1 апат кашăкĕ сахăр хушмалла. Сахăр ирĕлсенех шыва 1,5 стакан черешня чăмтармалла, 5 минут пĕçермелле. Сăрăхтармалла, çырлине ала витĕр çав шывах сăтăрса кăлармалла. 1 апат кашăкĕ крахмала 100 миллилитр сивĕ шыва ярса пăтратмалла та çырла шĕвекне çинçе юхăмпа хушмалла. Кĕселе тата 3 минут пĕçернĕ хыççăн çулăм çинчен илмелле.

3 Утă, 2015

Мĕншĕн кăларса тăкмалла?

Лавккасенче, кафесемпе ресторансенче сутăнман апат-çимĕçе тухса пăрахмашкăн чарма пултараççĕ. Ăна ыркăмăллăх организацийĕсене е выльăх ĕрчетекен фермерсене пама сĕнĕç. Çакăн çинчен çырать "Известия" хаçат.

3 Утă, 2015

Кофе йÿнелет

Пĕлтĕрхи январь уйăхĕнчен пуçласа кофе хатĕрлемелли чĕртавар хакĕ питех те йÿнелнĕ. Тĕнчери çĕршывсенче вăл ытлашшипех пухăнса кайнă-мĕн.

Америкăн ялхуçалăх департаменчĕ ăнлантарнă тăрăх - çакă Колумбире кофе тыррине нумай ÿстерме тытăннипе çыхăннă. Кăçал, тĕслĕхрен, унта кофе пĕлтĕрхинчен 4 процент ытларах пуçтарса илмелле. Çав виçе 12,5 млн михĕпе танлашать. Çитес çул вăл 12,7 млн миххе çитмелле.

Гватемалăра кофе çулçисене тапăннă тутăх чирĕпе тухăçлă кĕрешни те хака йÿнетме пулăшнă. Чĕртавар нумайрах пуçтарса илнĕ, çавна май унран кофе хатĕрлес ĕç калăпăшĕ те ÿснĕ.

2 Утă, 2015

Вaрмана - çырлана

Вăрмана çырла е кăмпа пуçтарма каяс тесессĕн чи малтан тумтиртен пуçламалла. Тăхăнасси, паллах, çанталăк мĕнле тăнинчен те килет. Шăрăх çанталăк тăрсан та кĕске йĕмпе /шорты/ кĕске çанăллă футболка вăрманта юрăхлă мар. Никамăн та вăрăмтуна-ÿпре апачĕ пулас килмест ĕнтĕ. Вăрăм çанăллă кĕпе, шăлавар тăхăнмалла. Çирĕп пусмаран çĕленĕ спецовка пулсан аван. Пуçа хÿтĕлесси пирки те манмалла мар: хĕрарăмсене тутăр юрать, арçынсен кепка е капюшон пулмалла. Вăрманта çÿренĕ чухне сăвăс лекме пултарасса та ан манăр. Вăхăт-вăхăт пĕр-пĕрин пит-куçне ÿт-пĕвĕн ыти уçă вырăнĕсене пăхкаласа тăмалла.

Pages