Потребителе

29 Ака, 2015

УКСУС КИРЕК ХĂÇАН ТА ВЫРĂНЛĂ

Паллах, тĕпелте уксуссăр май çук. Анчах вăл кĕркунне пахча çимĕçрен консервсем хатĕрленĕ чухне кăна мар, ытти лару-тăрура та витĕмлĕ пулăшать. Акă - темиçе тĕслĕх.

23 Ака, 2015

«Кил-çурт, хушмахуçалăхăн» çĕнĕ 16 № пичетрен тухрĕ.

1-мĕш страница шупашкарти тĕп пасарти хаксемпе паллаштарать, халăх сăнавĕн апрель уйăхĕнчи паллисене тĕрĕслесе пăхăр, чăна килет-и?

Ĕлĕкрех кантăра республикăра кашни колхозрах çитĕнтеретчĕç.

Кун мĕнпе паллă?

Пахчаçăсене хуçăлнă, аманнă улма- çырла йывăççисем нумай пулни пăшăрхантарать. Вĕсем тĕрлĕ чир-чĕре аталанма май параççĕ.

2-мĕш страницăра çуркуннехи пĕрремĕш курăксемпе паллаштарнă. Вĕлтрен яшки пит усăллă.

Вулакансем ыйтнипе рубрикăра чăхсене мĕнле сиплемеллине хуравланă.

100 çултан иртсен çăмăллăх пур-и?

Усăллă сĕнÿсемпе паллашни усăллă.

23 Ака, 2015

Кăнтăр

Çак сăмах хальхи вăхăтра наркотик синонимĕ пекех илтĕнет. Çапах та авалхи кĕнекесемпе юмахсене вулар-ха - Раççейре, Чăвашра та кашни пахчара тенĕ пекех кантăр ÿснĕ.

Кантăр - чи авалхи ÿсен-тăран. Çынсем ăна пирĕн эрăччен пин çул маларах акса ÿстерме пуçланă. Кантăр тĕрлĕ халăх çыннисене тăрантарнă та, тумлантарнă та.

Унăн тунинчен çирĕп йышши çип хатĕрлеççĕ, промышленноçра брезент, михĕ, вĕрен-пăяв туса кăлараççĕ. Сÿс те кантăртанах пулать. Унпа йывăç пÿрт стенисене ăшă каймалла мар питĕлеççĕ.

23 Ака, 2015

Вĕлтрен

«Вут мар - пĕçертет, йĕтĕн мар - çип арлаççĕ». Кам пĕлмест пулĕ унăн тупсăмне. Çурхи хĕвел çĕре ăшăтма пуçласассăнах вăл тĕксĕм симĕс çулçисене кăларса çÿлелле кармашать. Пирĕн тăрăхра /Вăрнар районĕ - авт./ вĕлтрен тухнă-тухманах унран яшка пĕçерме васкатчĕç. «Çуркунне вĕлтрен яшкине ыттисенчен маларах çиекене çулталăкĕпех çын сăмахĕ тивмест» тетчĕç ватăсем. Апла-и, капла-и, пĕлместĕп, анчах çурхи вĕлтрен усăллă, витаминлă пулнине пурте пĕлетпĕр. Ĕлĕк ахаль хресченĕн хĕллехи апачĕ тулăх пулманнипе чĕрĕ витамин çуркуннехи авитаминоз хыççăн сывлăха çирĕплетме самаях пулăшнă-тăр.

Pages