Çĕр шапи çывăрма памасан

30 Ака, 2015

Мана пĕр ыйту канăç памасть. Тĕпсакайне кашни çулах кĕркунне çĕрулми упрама хуратăп, çуркунне кăларатăп. Кĕркунне пĕр çĕр шапи те курмастăп. Çуркунне çулсерен çур витрене яхăн кăларса тăкатăп. Тĕпсакайне уçăлтармалли шăтăксене тимĕр сеткăпа хупланă. Ăçтан тухаççĕ-ши çĕр шаписем? Тата вĕсене мĕнле майпа пĕтерме пулать? Ара, çуркунне юрланипе çывăрма памаççĕ-çке.

Петр Прокопьев. Красноармейски районĕ.

Тĕплĕ шухăшласан шапасем пирĕншĕн туссем шутланаççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем сиенлĕ кăпшанкăсене, йĕпе хуртсене пĕтерме пулăшаççĕ. Шапа шучĕ чылай пулсан, паллах, вĕсемпе кĕрешмелле. Чи малтанах тĕпсакайне тасатмалла, шывлă вырăнсене типĕтмелле, тулли кĕленче савăтсене урăх вырăна куçармалла, мĕншĕн тесен шапа шыв еннелле туртăнать. Тĕпсакайĕнчен 2 метрта выльăха апатламалли вырăн пулмалла мар. Хăш-пĕр йышши шапана çакă та илĕртет. Шапасене пĕтермелли мел нумай. Эпир сире çын сывлăхĕшĕн сиенсĕррипе усă курма сĕнесшĕн. Тăвар, лимон кислоти тата кофеин унран хÿтĕленме пулăшаççĕ. Вĕсене ытларах хурса парсан шапасем хăвăрт куçран çухалаççĕ. Сахал чухне хăратаççĕ кăна, урăхла каласан, шапа чĕрĕ юлать.

Тĕпсакай тăршшĕпе тăвар сапса тухăр. Вăл шапа урисене çунтарать, çавăнпа тĕпсакайĕнчен хăвăрт тухса тарма тăрăшать. Тăварпа ăна тĕппипе пĕтерейместĕн.

Кофĕн йăваш шĕвекĕ шапана хăратма пултарать. Питĕ вăйлă шĕвекпе сапсан унăн чĕри тапма чарăнать.

Лимон кислоти те çавнашкал витĕм кÿрет. Унăн хăватлă шĕвекĕпе шапа туххăмрах вилет. Тĕплĕ шухăшласан шапасем пирĕншĕн туссем шутланаççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем сиенлĕ кăпшанкăсене, йĕпе хуртсене пĕтерме пулăшаççĕ. Шапа шучĕ чылай пулсан, паллах, вĕсемпе кĕрешмелле. Чи малтанах тĕпсакайне тасатмалла, шывлă вырăнсене типĕтмелле, тулли кĕленче савăтсене урăх вырăна куçармалла, мĕншĕн тесен шапа шыв еннелле туртăнать. Тĕпсакайĕнчен 2 метрта выльăха апатламалли вырăн пулмалла мар. Хăш-пĕр йышши шапана çакă та илĕртет. Шапасене пĕтермелли мел нумай. Эпир сире çын сывлăхĕшĕн сиенсĕррипе усă курма сĕнесшĕн. Тăвар, лимон кислоти тата кофеин унран хÿтĕленме пулăшаççĕ. Вĕсене ытларах хурса парсан шапасем хăвăрт куçран çухалаççĕ. Сахал чухне хăратаççĕ кăна, урăхла каласан, шапа чĕрĕ юлать.

Тĕпсакай тăршшĕпе тăвар сапса тухăр. Вăл шапа урисене çунтарать, çавăнпа тĕпсакайĕнчен хăвăрт тухса тарма тăрăшать. Тăварпа ăна тĕппипе пĕтерейместĕн.

Кофĕн йăваш шĕвекĕ шапана хăратма пултарать. Питĕ вăйлă шĕвекпе сапсан унăн чĕри тапма чарăнать.

Лимон кислоти те çавнашкал витĕм кÿрет. Унăн хăватлă шĕвекĕпе шапа туххăмрах вилет.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.