«Ривьера» строительствипе паллаштарнă
Çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче Шупашкарти Речниксен тӳремĕнче вырнаçнă «Ривьера» пурăнмалли çурт-йĕр комплексĕн пайçисемпе тĕл пулу иртнĕ.
Канăç паман ыйтусене хуравлакансем: Чăваш Енри строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Владимир Максимов, Шупашкар администрацийĕн, Прокуратурăн, регионти пайçăсен прависене хӳтĕлекен фондăн ĕçченĕсем тата Шупашкар хула пухăвĕн депутачĕсем.