Хула

2 Чÿк, 2020

Сĕнтĕрвăрри хулине хăтлăлатасшăн

Сĕнтĕрвăрри хули туристсене илĕртекен вырăн пулса тăмалла. Çавна май ăна мĕнле хăтлăлатасси пирки калаçу иртмелле.

Хула пуласлăхĕ тата унăн историлле пайĕ пирки шухăшлакансене чӳк уйăхĕн 4-мĕшĕнче 12 сехет тĕлне «Мариинский» физкультурăпа спорт комплексне (Сĕнтĕрвăрри хули, Николаев урамĕ, 91В çурт) чĕнеççĕ.

3 Авăн, 2020

Шупашкарта икĕ объект хута кайрĕ

Авăн уйăхĕн 3-мĕшĕ республикăн тĕп хулишĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ икĕ объекта — И.Яковлев тата Тăххăрмĕш пилĕкçуллăх проспекчĕсене çыхăнтаракан ункăран пуçласа Канаш шоссине çитиччен тăсăлакан автоçула реконструкцилесе тата Сăкăт кĕперĕн иккĕмĕш çуррине юсаса пĕтернĕ хыççăн хута янипе палăрса юлчĕ.

27 Утă, 2020

Троллейбус паркĕ çĕнелĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Шупашкарти троллейбус паркне çĕнетес, инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртес тата республикăри предприятисене хавхалантарас ыйтусемпе паян канашлу ирттернĕ. Унта Раççей Федерацийĕн промышленность тата суту-илÿ министрĕн заместителĕ Алексей Морозов хутшăннă.

27 Утă, 2020

Хунарсене çĕмĕрнĕ

Шупашкар урамĕсем юлашки çулсенче палăрмаллах илемленчĕç. Шел те, хитрелĕхпе киленме пĕлменнисем те тĕл пулаççĕ.

«Шупашкар: 500 çул» паркра туса лартнă картлашкан икĕ енĕпе 2019 çулхи юпа уйăхĕнче çутă хунарĕсем вырнаçтарнă. Картлашкапа Атăл хĕррине анса хăпарма меллĕ пулнă. Хунарсем такама кансĕрленĕ тейĕн – вĕсене ватакан тупăннă.

www.hypar.ru

forum.na-svyazi.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

13 Утă, 2020

Кĕтнипе кăна çырлахма юрамасть

Транспорт министрĕ Владимир Осипов ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркăра çулсем тума тата юсама уйăрнă укçапа мĕнле усă курнипе паллаштарчĕ. Кăçал асăннă ĕçсем валли уйăракан укçа виçи пысăк — 5,5 миллиард тенкĕ ытла. Хальлĕхе çак виçен 19,4% усă курнă — ĕçсем хĕрӳ тапхăрта.

Pages