Çул çÿреме лайăxрах пултăр тесе

18 Нарăс, 2021

Паян ЧР Пуçлăxĕ Олег Николаев Правительство çyртĕнче ирттернĕ ларура ЧР Транспорт тата çyл-йĕр хуçaлăxĕн министерстви хатĕрлесе тăратнă "Шупашкар агломерацийĕнчи общество транспортне комплекслă aталантармалли проекта пурнăça кĕртесси" ыйтăва пăxca тухрĕç.

Владимир Осипов министр доклад турĕ. Уйрăммăн илсен Шупашкар агломерацийĕнчи пассажирсене илсе çÿрессине çaв-çaвах лайăx йĕркелейменнине палăртрĕ. Сăмахран, пассажирсене турттаракан предпринимательсем "Шупашкар-Çĕнĕ Шупашкар" маршрутпа автобуссене кирлинчен сахалрах çÿретеççĕ. Çавна пула пассажирсем кăмăлсăр.

Предпринимательсен автобусĕceм йышлăн çул çÿрекен территорисенче пĕр-пĕринпе пассажирсене ытларах илсе çÿрессишĕн тупăшса хăш-пĕр чухне аварие те лекеççĕ. Шупашкар агломерацийĕнче пассажирсене турттаракансенчен 30-40% предприниматель свидетельствине илмен. Министр общество транспорчĕн ĕç-xĕлне мĕншĕн лайăxлатмаллине, реформa концепцине ăнлантарса пачĕ. Ăна сÿтсе явма ЧР финанс министрĕ Михаил Ноздряков, Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар администрацийĕсен пуçлăxĕсем Алексей Ладыков тата Павел Семёнов хутшăнчĕç.

Олег Николаев проекта пĕтĕмĕшле йышăнасси çинчен пĕлтерчĕ, агломерацире транспорт реформине ирттерме республика бюджетĕнчен укça уйăрнипе пĕрлех федераци бюджетĕнчен пулăшу илес ыйтупа ĕçе пуҫӑнма хушрĕ.

www.hypar.ru
 

Рубрика: 

Комментари хушас