Хула влаçĕн ĕçĕ тухăçлă

23 Пуш, 2021

Депутатсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕнче ытларикун Шупашкар хулин иртнĕ çулхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пĕтĕмлетрĕç.

Ларăва республика Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăнчĕ. Хула депутачĕсен умĕнче сăмах илнĕ май вăл Шупашкар аталанăвĕпе çыхăннă ĕçре ăнăçусем те, çитменлĕхсем те пуррине, малалли ĕçе вĕсене тишкерсе йĕркелемеллине палăртрĕ. Республика енчен тĕрев пуррине çирĕплетрĕ, çакă çивĕч ыйтусене татса парассине ансатлатĕ.

Пухăннисем хула тата унăн администрацийĕн пуçлăхĕсен Олег Кортуновпа Алексей Ладыковăн отчечĕсене итлерĕç, Шупашкар ертӳлĕхĕн иртнĕ çулхи ĕçне тухăçлă тесе хакларĕç. Тĕплĕнрех — «Хыпар» хаçатăн çитес номерĕнче.

www.hypar.ru Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...
 

Рубрика: 

Комментари хушас