Комментари хушас

12 Пуш, 2021

Транспорт, хлор

Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ ирттернĕ тÿрĕ линире янăранă хăнăхнă ыйту — Çĕнĕ Шупашкарпа Шупашкар хушшинчи пассажирсене илсе çӳрекен транспортпа çыхăннă нуша. Çынсем ларса кайма май çукки пирки пĕлтереççĕ. ЧР Пуçлăхĕ çитес çулхи транспорт реформи çивĕчлĕхе сирессе шанать. Чи малтанах маршрутсен сетьне кирлĕ пек йĕркелемелле. Тепĕр енчен, çыннăн пĕрре тӳлесе кирлĕ çĕре çитмелли майсем пулмалла. Пысăк мегаполиссем, çав шутра Мускав, ку ыйтăва татса панă ĕнтĕ, Шупашкар агломерацийĕнче те çакна тӳрре кăлармалла.

Çĕнĕ Шупашкарсемех унта çине-çинех хлор шăрши сарăлнăшăн пăшăрханаççĕ. Уголовлă ĕç пуçарни пирки пĕлеççĕ, анчах çакă та пулăшмасть пулас… Олег Алексеевич химиксен хулинче çак ыйтупа хăй те ятарласа пулнине çирĕплетрĕ. Ку, ун шучĕпе, пĕр-пĕр предприятире сиенлĕ хутăшсене атмосферăна тӳррĕн кăларса янипе сăлтавланман. Çав хутăшсем канализаци сечĕсенче капланаççĕ пулас, вăхăт-вăхăтпа вĕсене юхтарса яраççĕ… Усал шăршă çăл куçне тупса палăртайман-ха, шырав ĕçне тĕплĕ пурнăçлас тĕллевпе уголовлă ĕç пуçарнă. Шăршă химкомбинатран, БОСран тухмасть — унта йĕркене пăхăнни пирки Олег Николаев иккĕленмест. Айăплисене тупса палăртасса вăл çирĕп шанать — шăршă сирĕлмеллех.

Химиксен хулинченех килнĕ тепĕр ыйту тĕлĕшпе вара пĕтĕмпех уçăмлă, айăпли те паллă. Астăвăм аллейине пысăк укçа хывса çутатса тăмалла тунă, анчах унта çав-çавах тĕттĕм иккен. ЧР Пуçлăхĕ пытармарĕ: унта усă курнă электропроводсен хулăнăшĕ тивĕçтермест — çӳхерех, çавăнпа çутă приборĕсем ĕçлемеççĕ. Çĕнĕрен тума тивет… Шăпах çакнашкалли ан пултăр тесе ĕнтĕ республикăра саккассене пурнăçлассине централизацилес çул çине тăнă, ку малашне унашкал пăтăрмахсенчен сыхланма пулăшĕ.

www.hypar.ru
 

Рубрика: