Комментари хушас

24 Çу, 2021

«Ривьера» строительствипе паллаштарнă

Çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче Шупашкарти Речниксен тӳремĕнче вырнаçнă «Ривьера» пурăнмалли çурт-йĕр комплексĕн пайçисемпе тĕл пулу иртнĕ.
 
Канăç паман ыйтусене хуравлакансем: Чăваш Енри строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Владимир Максимов, Шупашкар администрацийĕн, Прокуратурăн, регионти пайçăсен прависене хӳтĕлекен фондăн ĕçченĕсем тата Шупашкар хула пухăвĕн депутачĕсем.
 
Ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче пай строительствине хутшăнакан граждансен прависене хӳтĕлекен Федераци фончĕн Сăнав канашĕ ирттерекен ларура «Ривьерăн» строительствине вĕçлеме мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ уйăрассине палăртнă. Ку виçе 303,2 млн. тенкĕпе танлашнă, çав шутра Чăваш Республикин пурлăх взносĕпе — 3,03 млн тенкĕ.

www.hypar.ru

Рубрика: