Хула

5 Çурла, 2014

Пуçлăхсемпе видеоконференци ирттернĕ

Çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче Михаил Игнатьев Чăваш Республикин муниципалитет районĕсемпе хула округĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе видеоконференци мелĕпе канашлу ирттернĕ.

Чăваш Ен премьер-министрĕ Иван Моторин пĕлтернĕ тăрăх - паян республикăра Украинăран тарса килнĕ 581 çын пурăнать. Вĕсенчен нумайăшĕ хăйсем тĕллĕн килнĕ, пĕлĕшĕсем патне вырнаçаççĕ е хваттер тара илсе пурăнаççĕ. Муниципалитетсен социаллă службăсемпе ĕçе йĕркелесе ямалла, çак çынсене тупса палăртмалла, пур енĕпе те пулăшмалла.

2 Çурла, 2014

Авиарейссем кĕркуннеччен пулĕç

Тăхăр вырăнлă «Cessna Caravan» самолетсем 2014 çулхи кăрлачăн 31-мĕшĕнчен пуçласа «Ĕпхÿ - Шупашкар - Ĕпхÿ» тата «Самар - Шупашкар - Самар» маршрутсемпе каллех вĕçме тытăннă.

Утă уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне Шупашкарти аэропорт 308 авиарейс пурнăçланă, 1547 пассажира кирлĕ çĕре илсе çитернĕ. Сывлăш транспорчĕпе Шупашкартан Самара 342 пассажир çитнĕ, каялла - 347. Ĕпхÿпе çыхăннă кăтарту вара пысăкрах: Пушкăрт Республикин тĕп хулине - 433 çын, каялла - 425.

1 Çурла, 2014

Çулĕ велосипедпа çÿрекенсем валлиех-ши?

Ют çĕр-шывран килнисенчен чылайăшĕ Шупашкар таса, илемлĕ иккенне палăртать. «Хула Европăланманни тыткăнлать», - пĕлтерет ытларахăшĕ. Чăн та, тĕп хуламăр çулран-çул хитреленет. Юлашки вăхăтра капмар çуртсем, суту-илÿ çурчĕсем хăпартрĕç, ача сачĕсене хута ячĕç.

30 Утă, 2014

Чăваш Енре - Мускав çыравçисем

Республикăна Раççей тĕп хулинчен писательсем, поэтсемпе куçаруçăсем тата ыттисем килсе çÿрени тĕлĕнтермĕш мар ĕнтĕ. Çапах та çак кунсенче Чăваш Ене Мускавран килсе çитнĕ пысăк делегаци чăннипех кăсăклану çуратать. Йышра - 11 çыравçă.

Pages