Хула

21 Чÿк, 2013

Йывăрлăхсене парăнмасăр аталанатпăр

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин «Хыпар» хаçата пуçласа интервью пачĕ. Агропромышленноç комплексĕн çăлăнăçĕ мĕнре, пая кĕрсе çурт çавăракансен ыйтăвĕсене мĕнле татса параççĕ, хĕвел модулĕсем туса кăларакан завода хăçан хута ярĕç, вĕренÿпе культура - çаксем тата ытти çинчен малалла вулăр.

21 Чÿк, 2013

Прокуратура статистикăшăн та яваплă

РФ «Раççей Федерацийĕн прокуратури çинчен» саккунĕн 51 статйипе килĕшÿллĕн кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен РФ Генеральнăй прокуратурине прокуратура органĕсенчи отчетлăхпа пĕрлех патшалăхăн пĕрлехи право статистикине тытса пымалли тивĕçе те шанса панă. Çав шутра - преступленисем пирки пĕлтернисене, преступлени тăвассин лару-тăрăвĕн, вĕсене уçса парассин, следстви ĕçĕн тата прокурор надзорĕн кăтартăвĕсене шута илсе пырасси.

20 Чÿк, 2013

Манăн полици мана хÿтĕлет

Çирĕпленнĕ каларăша тĕпе хурсан - полицин участок уполномоченнăйне кашниех сăнран пĕлме тивĕç. Çынсем паллаççĕ-и ăна? Çакна уçăмлатас тата çак тытăмра вăй хуракансен кулленхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллашас тĕллевпе полици ĕçченĕпе кун ирттерме шухăш тытрăм.

20 Чÿк, 2013

Пакунсем саккуна пăсма чăрмантармаççĕ

Прокуратура тата право хуралĕн органĕсем çулталăк пуçланнăранпа коррупципе кĕрешес енĕпе ĕçленине пĕтĕмлетнĕ те - хăшĕ-пĕри мундир чысĕшĕн çунманни куç кĕрет. Кăçал право хуралĕн органĕсен сотрудникĕсем преступлени туни çинчен 62 пĕлтерÿ пулнă. Вĕсене тишкерсе 9 çын пирки 68 уголовлă ĕç пуçарнă.

Pages