Çĕр хутшăнăвĕсен пĕлтерĕшĕ пысăк

20 Чÿк, 2013

Шупашкарта федерацин Атăлçи субьекчĕсен пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕ енĕпе ĕç тăвакан органĕсен ертÿçисен канашлăвĕ иртнĕ.

- Çĕр ресурсĕсем регионсен социаллă пурнăçĕпе экономикин аталанăвĕнче тата инвестици хывас тĕлĕшппе пысăк вырăн йышăнаççĕ, - тенĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. - Вĕсем ял тăрăхĕсен пурнăçне те пысăк витĕм кÿреççĕ. Пасар хутшăнăвĕсене пула çынсем улшăнаççĕ. Обществăна усă кÿме тĕллев тытнă предпринимательсем бизнеса аталантарасшăн. Çав вăхăтрах хăшĕ-пĕри вăйра тăракан саккунсене пăсса укçа çăмăллăн тăвасшăн. Çĕр хутшăнăвĕсем федерацин Атăлçи округĕнчи кашни регионтах кăткăс. Субьектсен экономики аталанать. Агропромышленноç комплексĕ вăй илнĕ. Çакăнпа пĕрлех патшалăх тата муниципалитет пурлăхĕпе, çĕрпе усă курнă чухне йĕркене пăхăнман тĕслĕхе, коррупци палăрăмне нумай шута илеççĕ. Вĕсем Чăваш Енре те çителĕклех. Çитменлĕхе пĕтерес килет. Анчах ыйтусене хăвăрт татаймастăн. Мĕншĕн тесен вĕсем федерацин Çĕр, Пурăнмалли вырăн кодексĕсемпе, саккунсемпе çыхăннă. Вĕсене улшăнусем кĕртессипе кая юлсан ĕç тăвакан органсем йывăрлăха лекеççĕ.

М.Игнатьев республикăн тата муниципалитетăн тивĕçлĕ органĕсен маларах пушă выртнă çĕре пусă çаврăнăшне кĕртес, çĕр хутшăнăвĕнчи саккунпа шайлашса тăман, коррупци витĕмĕллĕ килĕшÿсене тăрă шыа çине кăлармаллине палăртнă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.