Хула

29 Чÿк, 2013

“Сусăрланнăран вăтанаттăм...”

Раштав уйăхĕн 3-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери сусăрсен кунĕ. Ăна ПНОн тĕп ассамблейи халăх сусăрсене пулăштăр, вĕсен пурнăçне çăмăллаттăр тесе йышăннă. Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществин Чăваш Енри уйрăмĕнче, унăн ертÿçи Маргарита Кузьминых каланă тăрăх, 9 пине яхăн çын тăрать. Вĕсенчен пĕри - инвалидсен «Феникс» физкультурăпа спорт клубĕн директорĕ Юрий Степанов. Мĕн тÿсме тивет-ха унăн? Мĕнле тĕллевпе пурăнать арçын?

29 Чÿк, 2013

Йĕплĕ пралук леш енче те - çынсемех

ФСИНăн Чăваш Енри управленийĕн ĕçченĕсем судпа айăпланнă тăванĕсемпе черетлĕ тĕл пулу ирттерчĕç. Зала пухăннисене пурне те пĕр хуйхă пĕрлештерчĕ: пĕрин - ывăлĕ, теприн пиччĕшĕ, виççĕмĕшĕн амăшĕ йĕплĕ пралук леш енне лекнĕ. Тĕл пулура кашнинех хăйне пăшăрхантаракан ыйтăва уçăмлатма май пулчĕ.

Пулăшас тĕллевпе

29 Чÿк, 2013

Виçĕ çултах вулама вĕреннĕ

Шупашкарта пурăнакан Максимилиан Севастьянов ача чухнех пурнăçра мĕн кирлине пĕлнĕ. Вăл вĕренÿре çеç мар, кирек епле ĕçре те яваплăха туйнă. Çавăнпах ытти тантăшĕнчен уйрăлса тăнă. Кашни кун валли план тунă, хăйĕн ÿт-пĕвне çамрăкранах пиçĕхтернĕ.

29 Чÿк, 2013

«Юрлакан чĕресем»: олимп старчĕ!

Вăхăт иртрĕ, лару-тăру лăпланчĕ, çавăнпа хăрушла вăрттăнлăха уçса парар. Чÿкĕн 16-мĕшĕнче Шупашкар чутах сирпĕнсе каятчĕ: мĕнле тĕрĕс-тĕкел юлчĕ чун юратнă хула - никам та пĕлмест, наука та вăйсăр - ним те калаймасть.

Pages