Авиарейссем кĕркуннеччен пулĕç
2 Aug, 2014 | Хыпар | Хула | Çул-йĕр

Тăхăр вырăнлă «Cessna Caravan» самолетсем 2014 çулхи кăрлачăн 31-мĕшĕнчен пуçласа «Ĕпхÿ - Шупашкар - Ĕпхÿ» тата «Самар - Шупашкар - Самар» маршрутсемпе каллех вĕçме тытăннă.

Утă уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне Шупашкарти аэропорт 308 авиарейс пурнăçланă, 1547 пассажира кирлĕ çĕре илсе çитернĕ. Сывлăш транспорчĕпе Шупашкартан Самара 342 пассажир çитнĕ, каялла - 347. Ĕпхÿпе çыхăннă кăтарту вара пысăкрах: Пушкăрт Республикин тĕп хулине - 433 çын, каялла - 425.

Çуллахи расписанипе килĕшÿллĕн самолетсем çу уйăхĕн 6-мĕшĕнчен тытăнса çак хуласене ытлари, кĕçнерни тата шăмат кунсенче вĕçеве тухаççĕ. Авиарейссем çурла уйăхĕн 31-мĕшĕччен пулĕç.

В.ВАЛЕНТИНОВ.

В.ВАЛЕНТИНОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.