Новости по теме

1 Ака, 2014

Раççее шанăр, юратăр!

Мускавра Нацисен çуртĕнче "Вырăссемпе чăвашсен наци хутшăнăвĕсем: иртни, хальхи, пуласси" ятпа "çавра сĕтел" иртнĕ.

Мероприятие Наци çурчĕн директорĕн çумĕ Александр Пономарь уçнă. Вăл Мускавпа Чăваш Ен хушшинче туслăх ĕлĕк-авалах çирĕпленни çинчен каланă. "Чăвашсем XVI ĕмĕрте хăйсен ирĕкĕпе Раççей патшалăхне кĕрсе тăван çĕр-шывăн нумай нациллĕ туслă та çирĕп çемйин пĕр пайĕ пулса тăнă", - палăртнă А.Пономарь. Çак шухăшпа Чăваш Енĕн РФ Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕ Леонид Волков та килĕшнĕ.

1 Ака, 2014

Туристсем мĕн кăмăллаççĕ?

Шăккалат, аш-какай çимĕçĕ, авалхи наци тумĕ - парне вырăнне Чăваш Енрен çак япаласене ытларах илсе каяççĕ.

Уйрăмах сумлă парнесен шутĕнче - шăрттан. Çак сулăма шута илсе аш-какай комбиначĕсем вĕсене ятарлă чĕркемре кăлараççĕ. Пылак çимĕç те хисепре. Печени, канфет, десерт... "Акконд" фабрика кăларакан çимĕçе халăх уйрăмах кăмăллать. Парнелеме хитре коробкăсене вырнаçтарнă, çатăрка хутсемпе чĕркенĕ хаклă йышши канфет-премĕке туянаççĕ.

1 Ака, 2014

Чăваш туйне тавăрасчĕ

Чăваш туйĕ - чăн-чăн театр, унăн йăли-йĕрки питĕ пуян. Апла пулин те вăл паянхи çамрăка илĕртмест. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç ăна хăйнешкел, çĕнĕлĕхсем хушса йĕркелесе ирттерет. Çав вăхăтрах ытти тĕрĕк халăхĕ ĕлĕкхи туй йăли-йĕркине пăхăнать. Пирĕн те туйăн хăш-пĕр элементне чĕртсе тăратма май çук-ши?

1 Ака, 2014

Мĕн пур пенси ÿсет

Раççей правительствин постановленийĕпе килĕшÿллĕн ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен социаллă пенсисем 17,1 процент ÿсеççĕ, федераци çăмăллăхĕсемпе усă куракансене уйăхсерен паракан тÿлевсем тата соцпакет хакĕ - 5 процент, ĕç пенсийĕсен страхлав пайĕ нарăс уйăхĕнчи ÿсĕмрен 1,7 процент пысăкланать.

31 Пуш, 2014

Больницăра – шăнкăрч йăвисен конкурсĕ

Ыранхи кун, ака уйăхĕн 1-мĕшĕ, кулăш кунĕ пулнипе кăна палăрса тăмасть. Пĕтĕм тĕнчери кайăксен кунне те паллă тăваççĕ. Çакна шута илсе Вăрнар район больницинче шăнкăрч йăвисен конкурсне ирттернĕ.

31 Пуш, 2014

Чĕлхе çине килни ума килет

Этем çут тĕнчепе пĕр тытăмра пурăнать. Пирĕн шухăшсене, кăмăл-туйăма такам курса, илтсе тăнăнах туйăнать хăш чухне. Чăвашсен: "Чĕлхе çине килни ума килет",- тени пур. Тепĕр чухне шухăшламасăрах начар япала "персе яратăн" та - "кĕрепле аври çамкаран пырса çатлаттарать".

31 Пуш, 2014

Надежда Бабкинăна - Тав çырăвĕ

Культурăпа халăх пултарулăхĕн республика керменĕнче "Раççей юррисем" фестиваль-марафонăн гала-концерчĕ иртрĕ. Асăннă пулăм - Раççей халăх артистки Надежда Бабкина ертсе пынипе Чăваш Енре Культура çулталăкĕнче йĕркеленĕ пысăк турне. Тăватă куна тăсăлчĕ вăл.

31 Пуш, 2014

Ырă ĕç - сăваплă

Кĕçех Çурхи ырă кăмăллăх эрни пуçланĕ. Шупашкарти А.Чехов ячĕллĕ вулавăш ĕçченĕсем ырă ĕç тума ăна кĕтес темен - хăйсен микрорайонĕнче пурăнакан, кĕнеке вулас текен, анчах тухса çÿреймен ватăсене хÿтлĕхе илнĕ.

31 Пуш, 2014

Вăл паян та пирĕнпе

Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче чăвашсен паллă прозаикĕ, ăсчахĕ Константин Петров çуралнăранпа 90 çул çитет. Вăл çырнă произведенисем паян та вулакана кăсăклантараççĕ.

Константин Константинович пурнăçĕпе пултарулăхĕ пирки "Хыпар" хаçатăн ыранхи номерĕнче Раççей Писательсен союзĕн членĕ Геннадий Уткин паллаштарать.

Pages