Туристсем мĕн кăмăллаççĕ?

1 Ака, 2014

Шăккалат, аш-какай çимĕçĕ, авалхи наци тумĕ - парне вырăнне Чăваш Енрен çак япаласене ытларах илсе каяççĕ.

Уйрăмах сумлă парнесен шутĕнче - шăрттан. Çак сулăма шута илсе аш-какай комбиначĕсем вĕсене ятарлă чĕркемре кăлараççĕ. Пылак çимĕç те хисепре. Печени, канфет, десерт... "Акконд" фабрика кăларакан çимĕçе халăх уйрăмах кăмăллать. Парнелеме хитре коробкăсене вырнаçтарнă, çатăрка хутсемпе чĕркенĕ хаклă йышши канфет-премĕке туянаççĕ.

Çÿлерех асăннă парне пуххине курăксенчен хатĕрленĕ бальзам пуянлатать. "Парнене" чăн-чăн чăваш сувенирĕ тесе пахалаççĕ. Бальзамăн сумĕ ăна хальхи вăхăтра туса кăларманнипе те ÿсет.

Туристсем юратакан /анчах йÿнĕ мар/ тепĕр япала - ал ĕçĕсем. Республикăн тĕп хулинче халăх промыслин ăстисен япалисене сутакан пĕчĕк лавккасен урамĕ те пур. Сентресем çинче, тĕпрен илсен, илемлĕ кĕлеткесене /тĕслĕхрен, Нарспипе Сетнере/ курма пулать. Тĕрĕллĕ ал шăллисемпе чĕнтĕрлĕ салфеткăсем сутакан чылай. Аваллăха кăмăллакансем наци тумĕн тĕслĕхĕсене те /сăмахран, хушпу/ тупса илме пултараççĕ.

Шурă Шупашкара сăнлакан календарьсемпе магнитиксем йышлă. Вĕсем хаклă мар, анчах Чăваш çĕрĕ пирки нумайччен аса илтерсе пурăнĕç.

Автор: