Кÿкеçри "Бичурин тата хальхи самана" музейре Екатерина Григорьевăн "Юрататăп сана, тăван тăрăхăм" сăн ÿкерчĕксен куравĕ уçăлнă. Ăна Культура çулталăкне халалланă.
Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Раççейре çурхи призыв пуçланчĕ. Утă уйăхĕн çурриччен тăсăлакан тапхăрта 1897 каччă çар тумĕ тăхăнĕ. Иртнĕ призывра 2,5 пине яхăн çамрăка çĕр-шыв умĕнчи çар тивĕçне пурнăçлама ăсаннă.
«Хыпар» хаçатăн ака уйăхĕн 3-мĕшĕнчи номерĕнче "Ыр ут хыççăн пин ут шыв ĕçет" тĕпчев пичетленсе тухрĕ. Ăна эпĕ Патăрьел районĕнчи Алманчăран редакцие çыру килнĕ тата çав яла кайса Алманчă ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Г.М.Фоминпа, "Ленинец" колхоз тата Ленин ячĕллĕ агрофирма ветеранĕсемпе, район прокурорĕпе, полици уйрăмĕн ĕçченĕсемпе, район администрацийĕн пуçлăхĕпе Н.И.Глуховпа, унăн çумĕпе М.М.Калмыковпа, Н.Н.Федоров фермерпа калаçнă хыççăн çыртăм.
Нумаях мар пулин те ялсенче халăха хăратса ларакан пушă пÿртсем, арканнă колхозсенчен юлнă ферма çурчĕсем пур. «Хуçасăр ларакан çĕрĕк пÿрте ача-пăча кĕрсе кайса вăл çав самантра ишĕлсе анасран е шăпăрлансем вутпа выляса пушар тухасран чун çук», - теççĕ пăшăрханса çакнашкал юхăнчăкпа юнашар пурăнакансем. Çĕрĕк пÿрт - хăрушлăх вырăнĕ. Ăна ял администрацийĕн аллине парса тахçанах сутса ямалла. Ун вырăнне çĕнĕ пÿрт çĕкленсе яла илем кÿмелле. Ял тăрăхĕсен администрацийĕсен çак киревсĕрлĕхе, чи малтанах, хăрушлăха пĕтерме ирĕк çук-ши вара?
Иртнĕ эрнере республикăри хуласемпе районсенче чăваш чĕлхипе литератури учителĕсен семинарĕ иртрĕ. Педагогсене валли çакăн евĕр канашлу тăтăшах йĕркелеççĕ-ха. Çапах та пире, журналистсене, чăваш чĕлхи, тăван ен культури предмечĕсене вĕрентекенсен тĕл пулăвне çитсе курма мĕн хистерĕ-ха?
Кипр çĕр-шывĕнче велосипедистсен кросс-кантри енĕпе тĕнче шайĕнчи ăмăрту иртнĕ. Унта Раççейĕн пĕрлештернĕ командине кĕрекен çамрăк спортсменкăсем ăнăçлă ăмăртнă. Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнче çуралса ÿснĕ Марина Филиппова хăйĕн ушкăнĕнче Чехословаки хĕрне Тереза Хуриковăна выляса ярса иккĕмĕш вырăна тухнă. Унпа пĕр ушкăнри тантăшĕ Снежана Михайлова – виççĕмĕш вырăнта. Пĕрлештернĕ командăра çавăн пекех Ирина Калентьева, Ольга Терентьева, Артур Раськин, Кристина Ильина та пурри кăмăллă. Вĕсем пурте Нăрваш Шăхаль хĕрĕсемпе каччисем.
Тай боксĕ - Таиланд халăхĕн кĕрешÿ искусстви. Вĕсем ăна муай тай теççĕ, ирĕклĕ тытăçу тенине пĕлтерет. Кикбокса аса илтерет пулин те тай боксĕнче кĕрешÿçĕ хăйне ирĕклĕ тытать. Çавăнпа ăмăртура чăтăмлă спортсменсем кăна çĕнтереççĕ. Пирĕн çĕр-шывра тай боксĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче аталанма тытăннă.
Тăвай районĕнчи Тăрмăшри информаципе культура центрĕнче Совет саманинчи пек кино кăтартма тытăнасшăн. Хатĕр-хĕтĕрне, паллах, ĕçченсен килĕсенчен илсе килме тивĕ. Хальлĕхе ĕçе Инди фильмĕсенчен пуçласшăн. Унсăр пуçне ачасем валли мультфильмсем те кăтартма тытăнасшăн. Çапла майпа хăйсене алă çавăрмалăх укçа-тенкĕ те ĕçлесе илме май пулĕ. Çавăн пекех çамрăксен культура çурче енне сукмак хывăнĕ.
Ялта пурăнакан пуçаруллă çынсене патшалăх укçапа хавхалантарать. Иртнĕ эрнере ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов районти муниципалитетсене республика бюджетĕнчен субсиди уйăрмалли йĕрке проекчĕпе паллаштарнă.
Ятарлă гранта виçĕ енпе тивĕçме пулать: кану вырăнĕ йĕркеленĕшĕн, культура памятникĕсене упранăшăн, чăваш халăхĕн хăйне евĕр наци культурине аталантарнăшăн. Грант сумми 2 миллион тенкĕрен иртмест, проектăн пĕтĕмĕшле суммин 60 проценчĕпе танлашать.
Тай боксĕ - Таиланд халăхĕн кĕрешÿ искусстви. Вĕсем ăна муай тай теççĕ, ирĕклĕ тытăçу тенине пĕлтерет. Кикбокса аса илтерет пулин те тай боксĕнче кĕрешÿçĕ хăйне ирĕклĕ тытать. Çавăнпа ăмăртура чăтăмлă спортсменсем кăна çĕнтереççĕ. Пирĕн çĕр-шывра тай боксĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче аталанма тытăннă.