Тăван тăрăха юратса
2 Apr, 2014 | Культура

Кÿкеçри "Бичурин тата хальхи самана" музейре Екатерина Григорьевăн "Юрататăп сана, тăван тăрăхăм" сăн ÿкерчĕксен куравĕ уçăлнă. Ăна Культура çулталăкне халалланă.

Екатерина Ивановна Шупашкар районĕнчи Ишек шкулĕнче 28 çул ĕçлет. Аппăшĕ Зинаида фотоаппарат парнелесен вăл сăн ÿкерÿ ĕçĕпе кăсăкланма тытăннă. Унăн альбомĕнче халĕ - кăсăклă сюжетлă темиçе пин сăн ÿкерчĕк. 2013 çулта Е.Григорьева районти вĕрентекенсен хушшинче йĕркеленĕ "Интереслĕ кадр" конкурса хутшăннă. Çав вăхăтрах çÿлерех асăннă музейри "Çут çанталăкăн илемĕ" выставкăна хăйĕн ĕçĕсене тăратнă. Унăн пултарулăхĕпе куракансем Ишекри тавра пĕлÿ музейĕнче те, Красноармейскири тĕп вулавăшра та паллашнă.

Асăннă куравра вара Чăваш Енре тата Шупашкар районĕнче ирттернĕ тĕрлĕ мероприяти, саманчĕсем çавăн пекех аваллăхпа, чăвашлăхпа, культурăпа, йăла-йĕркепе çыхăннă сăн ÿкерчĕксем вырăн тупнă.

А.ГРОМОВА