Боксра чăтăмлисем çĕнтереççĕ

2 Ака, 2014

Тай боксĕ - Таиланд халăхĕн кĕрешÿ искусстви. Вĕсем ăна муай тай теççĕ, ирĕклĕ тытăçу тенине пĕлтерет. Кикбокса аса илтерет пулин те тай боксĕнче кĕрешÿçĕ хăйне ирĕклĕ тытать. Çавăнпа ăмăртура чăтăмлă спортсменсем кăна çĕнтереççĕ. Пирĕн çĕр-шывра тай боксĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче аталанма тытăннă. Юлашки çулсенче Чăваш Республикинче те вăй илме тытăнчĕ. Çакăн çинчен федераци ертÿçи Игорь ИЛЬИН каласа пачĕ.

Чăваш Енри тай боксĕн федерацине 2010 çулта регистрациленĕ. Хальхи вăхăтра пирĕн республикăра тай боксĕпе 200 яхăн çын кăсăкланать. Вĕсен йышĕнче - пирвайхи утăмсем тăвакан ачасем, ăсталăхне нумай çул туптакан çамрăксем, чылай çитĕнÿпе палăрнă арсем. Хĕрсем те пăхаттирсенчен юласшăн мар. Тай боксĕпе ытларах Шупашкарсем интересленеççĕ. Акă хулари 7-мĕш вăтам шкулта бокс секцийĕ пур: пĕрремĕш ушкăнра 12 çула çитмен ачасем ăсталăха туптаççĕ, иккĕмĕшĕнче - 12-17-ри яшсемпе хĕрсем, виççĕмĕшĕнче - 18 çултан аслăраххисем. Спортсменсемпе Александр Осиповпа Сергей Ермолаев пултаруллă тренерсем ĕçлеççĕ. Каласа хăвармалла: 1-мĕш спорт шкулĕн тренер-преподавателĕ А.Осипов бокс енĕпе Раççей спорт мастерĕн нормативне тултарнă, унăн вĕренекенĕсем çĕр-шыв турнирĕсенчен çитĕнÿсемпе таврăнаççĕ. 54-мĕш шкулта - икĕ ушкăн, унта Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студенчĕ Иван Ефимов /унăн шăллĕ Андрей та боксер/ тата 25-ри Александр Васюков вăй хураççĕ, хăйсем те тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнаççĕ. 47-мĕш шкулта Александр Осипов тата 28-ти спорт мастерĕн кандидачĕ Андрей Ильин патне 12 çултан аслăрах ачасемпе яшсем çÿреççĕ. Тай боксне районсенче пурăнакан çамрăксем те килĕштереççĕ, анчах вĕсене ăсталăха туптама майсем çукрах. Çавăнпа çывăх çулсенче Улатăр, Канаш, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш тăрăхĕсенче секцисем уçма палăртатпăр.

Пĕлтĕр Чăваш Ен спортсменĕсем темиçе ăмăртăва хутшăннă. Калăпăр: Чул хула облаçĕнчи Кстово хулинче иртнĕ турнирта çамрăк боксерсем 5 медаль çĕнсе илчĕç. Унта уйрăмах Никита Никоновпа Никита Шошмарина ăнчĕ, вĕсен - «ылтăн». Çавăн пекех Артем Николаев, Павел Терентьев çĕр-шыв ăмăртăвĕсенче призерсен йышне кĕме пултарчĕç. Тĕслĕхрен, хулари 14-мĕш шкулта вĕренекен Спартак Челябин /тренерĕ Александр Осипов/ Анапăра иртнĕ çамрăксен чемпионатĕнче иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ, вăлах республика чемпионатĕнче икĕ хут çĕнтерчĕ.

Кăçалхи ака уйăхĕнче Чул хула облаçĕнчи Богородск хулинче Çĕнтерÿ кубокĕ иртмелле. Турнирта 18 çултан кĕçĕнреххисем тĕнче ăмăртăвне хутшăнассишĕн вăй виçĕç. Пирĕннисем те унта кайма путевка çĕнсе илессе шанатпăр. Çавăн пекех Шупашкар боксерĕсем Пушкăртстанра иртекен çĕр-шыв турнирне, Раççей чемпионатне тата ытти ăмăртăва хатĕрленеççĕ. Чăваш Республикинче те ăмăрту сахал мар йĕркелетпĕр. Акă нумаях пулмасть республика чемпионачĕ иртрĕ, унта 90 яхăн спортсмен тупăшрĕ. Чăваш Ен боксерĕсемпе вăй виçме кÿршĕ регионсен командисем те килчĕç. Темиçе уйăх каялла иртнĕ Шупашкар хула чемпионатĕнче Йошкар-Ола хулин тата Чул хула облаçĕн спортсменĕсем кĕрешнĕччĕ. Палăртса хăвармалла: ку ăмăртура та Спартак Челябин палăрчĕ, ăна «Техника енĕпе чи лайăххи» кубокпа чысларĕç. Парнесемпе тата наградăсемпе «Дорисс» акционерсен уçă обществи тивĕçтерчĕ. Предприяти çавăн пекех пире тĕрлĕ ăмăрту йĕркелеме тата инçе çула тухса çÿреме нумай пулăшать. Спортменсем валли тумтир, тĕрлĕ хатĕр туянма та укçа-тенкĕ уйăрать.

Александр ЯКОВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: 
Теги: 

Новости по теме