Ыр ут хыççăн пин ут шыв ĕçет

2 Ака, 2014

«Хыпар» хаçатăн ака уйăхĕн 3-мĕшĕнчи номерĕнче "Ыр ут хыççăн пин ут шыв ĕçет" тĕпчев пичетленсе тухрĕ. Ăна эпĕ Патăрьел районĕнчи Алманчăран редакцие çыру килнĕ тата çав яла кайса Алманчă ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Г.М.Фоминпа, "Ленинец" колхоз тата Ленин ячĕллĕ агрофирма ветеранĕсемпе, район прокурорĕпе, полици уйрăмĕн ĕçченĕсемпе, район администрацийĕн пуçлăхĕпе Н.И.Глуховпа, унăн çумĕпе М.М.Калмыковпа, Н.Н.Федоров фермерпа калаçнă хыççăн çыртăм.

Совет тапхăрĕнче вун-вун çул ĕçлесе колхоз пурлăхне пухнă колхозниксем агрофирма акцийĕсен 18 процентне кăна, унăн ертÿçи пулнă çын, унăн мăшăрĕ тата ашшĕ вара 82 процентне тытса тăни шухăша ячĕ. Чи тĕлĕнмелли - виççĕшĕ хăйсен акцийĕсене кăçалхи нарăс уйăхĕнче ялта ял хуçалăх культурисем акакан-лартакан, çынсене ĕçе явăçтаракан, урăхла каласан - Алманчăна аталантарма тĕллев тытнă Николай Федоров фермер хуçалăхне мар, Тутарстанри бизнесмена сутса янă. Вăл кăçалтан - агрофирмăн производство-техника никĕсĕн хуçи. Хальлĕхе Алманчăсем ăна пĕрре те курман терĕç. Паллах, вăл ирĕк памасăр Н.Федоров фермер патĕнче ĕçлекенсем машина-техника паркне те, кĕлете те, складсене те, выльăх комплексне те, агрофирмăн администраци çуртне те, ытти вун-вун объекта та уçса кĕме пултараймаççĕ.

Çапла вара паянхи кун ял çыннисем хăйсем тар юхтарса тунă куçман тата куçакан пурлăхпа усă кураймаççĕ. Эпĕ вырăнта Н.Федоров фермер хуçалăхне ĕçлеме чăрмантаракан лару-тăру туса хунине пĕлсе таврăнтăм. Кун пирки "Хыпар" вулаканĕсем мĕн шухăшлаççĕ-ши?

Рубрика: