Раççее шанăр, юратăр!

1 Ака, 2014

Мускавра Нацисен çуртĕнче "Вырăссемпе чăвашсен наци хутшăнăвĕсем: иртни, хальхи, пуласси" ятпа "çавра сĕтел" иртнĕ.

Мероприятие Наци çурчĕн директорĕн çумĕ Александр Пономарь уçнă. Вăл Мускавпа Чăваш Ен хушшинче туслăх ĕлĕк-авалах çирĕпленни çинчен каланă. "Чăвашсем XVI ĕмĕрте хăйсен ирĕкĕпе Раççей патшалăхне кĕрсе тăван çĕр-шывăн нумай нациллĕ туслă та çирĕп çемйин пĕр пайĕ пулса тăнă", - палăртнă А.Пономарь. Çак шухăшпа Чăваш Енĕн РФ Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕ Леонид Волков та килĕшнĕ.

Тухса калаçакансем Раççейри тата чикĕ леш енчи çĕр-шыв халăхĕсен хутшăнăвĕсем, пĕрлехи аталану çул-йĕрĕ пирки сăмах пуçарнă. "Тĕрлĕ этнос тата культура пĕрлĕхĕ - Раççей патшалăхĕн çирĕп никĕсĕ. Шăпах çакă хальхи вăхăтри Еврази уçлăхне йĕркелеме май паракан чи ăнăçлă меслет. Чи курăмлă тĕслĕх - чăвашсемпе вырăссен вун-вун ĕмĕре тăсăлакан туслă хутшăнăвĕсем", - тенĕ.

Тĕл пулăва Леонид Волков полпред Иван Яковлев çутта кăларуçă сăмахĕсемпе пĕтĕмлетнĕ: "Раççее шанăр, юратăр! Вара вăл сирĕншĕн анне пулĕ!"

Автор: