Надежда Бабкинăна - Тав çырăвĕ
Культурăпа халăх пултарулăхĕн республика керменĕнче "Раççей юррисем" фестиваль-марафонăн гала-концерчĕ иртрĕ. Асăннă пулăм - Раççей халăх артистки Надежда Бабкина ертсе пынипе Чăваш Енре Культура çулталăкĕнче йĕркеленĕ пысăк турне. Тăватă куна тăсăлчĕ вăл. Пĕтĕм тĕнчери тата Раççейри конкурссен лауреачĕсем - "Русская песня" театр артисчĕсем, "Живая планета" шоу-балет, "После 11" ушкăн, Евгений Гор, казак юррисен "Криница" ансамблĕ, удмурт юррисен "Айкай" театрĕ, доулистсен "Ритмы гор" /Владикавказ/, "Владимирские рожечники" /Владимир/, "Алас" /Туçи Алтайск/ ансамбльсем - çак тапхăрта Çĕнĕ Шупашкар, Куславкка, Канаш районĕсенче пулчĕç, унта пурăнакансене вырăс, Раççей халăхĕсен культурипе, йăли-йĕркипе паллаштарчĕç.
Шупашкарта иртнĕ гала-концерта пирĕннисем те - "Сувар" халăх ташă, Чăваш патшалăх филармонийĕн фольклорпа эстрада "Çавал", Шупашкарти музыка училищин "Янтал" фольклор ансамблĕсем хутшăнчĕç.
Халăх артистки Надежда Бабкина фестиваль пĕлтерĕшĕ пирки çакна палăртрĕ: "Раççей юррисем" фестивальшăн эпĕ яваплă. Раççей кăмăл-сипет, чун хавалĕ тĕлĕшĕнчен пуян пулнине тĕнчене пĕлтерес килет",- терĕ вăл. Надежда Георгиевна çавăн пекех Чăваш Енре ирттернĕ кашни кун пирки ăшшăн аса илчĕ, Чăваш çĕрĕ çинче пултаруллă çынсемпе куçа-куçăн тĕл пулнине пĕлтерчĕ.
ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов Надежда Бабкинăна ЧР Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Тав çырăвĕпе чысларĕ. Культура министерствин Тав çырăвĕсене вара фестиваль йĕркелÿçисемпе унта хутшăннă коллективсем тивĕçрĕç.