Новости по теме

1 Юпа, 2020

Наци ыйтăвĕсене сÿтсе явнă

Авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçи Вячеслав Борисов Наци тата конфесси хушшинчи хутшăнусемпе ĕçлекен канашăн ларăвне ирттернĕ.

1 Юпа, 2020

Наукӑпа искусство академийĕн хисеплĕ ĕҫченĕ ята тивĕçрĕ

Паян республикӑри таврапĕлӳҫĕсем Ҫĕрпӳ районĕнчи Патӑрьел ял тӑрӑхĕнчи паллӑ вырӑнсене, кунтан тухнӑ мухтавлӑ ентешсем пурӑннӑ ҫĕре ҫитрĕҫ. Ку мероприятие вĕсем Чӑваш автономийĕ йĕркеленнĕренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Николай Ишентей ҫыравҫа ЧР наукӑпа искусство академийĕн хисеплĕ ĕҫченĕ ята пачĕҫ.

www.hypar.ru

Алина ИЗМАН. Автор сăн укерчĕкĕсем.

1 Юпа, 2020

Чăваш Енри фильм çĕнтернĕ

Авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче Волгоград хулинче çарпа патриот фильмĕсемпе программисен пĕтĕм тĕнчери вуннăмĕш телефестивальне пĕтĕмлетнĕ. Унта «Чăваш Ен» патшалăх телерадиокомпанийĕ те хутшăннă.

30 Авăн, 2020

Черетлĕ курав иртет

Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпара акар йыттисен питомникне 18 çул каялла йĕркеленĕ. Ăна Чăваш Енре çеç мар, унăн тулашĕнче те лайăх пĕлеççĕ. Унта акар йыттисемсĕр пуçне ытти чĕр чун та пур. Кашкăр, лаша, хир сысни, тĕрлĕ кайăк-кĕшĕк. Çавăн пекех инçетрен килнĕ сунарçăсене канма, ухутана çÿреме мĕн пур услови туса панă.

Çак канмалли кунсенче Леонид Князев питомникре черетлĕ курав йĕркелет. Унта çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи сунарçăсем, çут çанталăк тусĕсем килме шут тытнă.

30 Авăн, 2020

Балет фестивальне юпа уйăхĕнче ирттерĕç

Паян Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ журналистсене пухса юпа уйăхĕнче иртекен Пĕтĕм тĕнчери балет фестивалĕн программипе паллаштарчĕ. МИХсенче ĕçлекенсемпе театрăн илемлĕх ертÿçи Дмитрий Банаев, дирижерĕ Ольга Нестерова, балетмейстерĕ Данил Салимбаев, художникĕ Валентин Федоров тĕл пулчĕç.

30 Авăн, 2020

ЧР патшалăх истори архивĕнче конференци иртрĕ

Авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче ЧР патшалăх истори архивĕ хăнасене — ăсчахсемпе тĕпчевçĕсене, тавра пĕлÿçĕсене, архивистсене, культура учрежденийĕн ĕçченĕсене — йышăнчĕ.

Кунта Чăваш автономи облаçне йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине халалланă конференци иртрĕ. Ун умĕн унта хутшăнакансем тата хăнасем «Чăваш автономийĕ 100 çулта: Раççей йышĕнче, çĕршывпа пĕрле» куравпа паллашрĕç.

28 Авăн, 2020

Потребительсен прависене хÿтĕлекен координаци канашĕн ларăвĕ иртрĕ

Чи малтанах çынсен кăмăлне тивĕçтерессишĕн тата сывлăхне упрассишĕн тăрăшмалла. Яваплă органсене çапла асăрхаттарса каларĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи потребительсен прависене хÿтĕлекен координаци канашĕн иртнĕ черетлĕ ларăвĕнче.

28 Авăн, 2020

Çул-йĕр паллисене вăрланă

Авăнăн 23-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи шалти ĕçсен пайне çул-йĕр юсакан предприяти ĕçченĕсем пулăшу ыйтса пынă. «Остановка запрещена» тесе çырнă паллăсене — пурĕ 8 пин тенкĕ тăракан пурлăха — организаци территорийĕнчен çаратнă.

Pages