Новости по теме

14 Юпа, 2020

Елчӗк районӗнче ҫӗнӗ ФАП уҫӑлчӗ

Паян Елчĕк районĕнчи Çĕнĕ Aрланкасси ялĕнче çĕнĕ фельдшер-акушер пункчĕ yçăлчĕ. Савăнăçлă мероприятие ЧР вице-премьерĕ - вĕрентÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алла Салаева, сывлăx сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, Елчĕк районĕн администрацийĕн пуçлăxĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Леонард Левый хутшăнчĕç.

14 Юпа, 2020

Хавхалану валли ĕç вырăнĕсем кирлĕ

Патшалăхăн халăха ĕçпе тивĕçтермелли программине улшăнусем кĕртесси Министрсен Кабинечĕн ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе юнкун иртнĕ ларăвĕн кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри пулчĕ. Программăна тӳрлетме тивнин сăлтавĕ — ĕçсĕрлĕх пысăкланни.

13 Юпа, 2020

Налук тиевĕ çăмăлланĕ

Кун йĕркинчи ыйту питĕ пĕлтерĕшлĕскер те - Инвестицисемпе тата предпринимательлĕхпе çыхăннă хастарлăха аталантарас, предпринимательсен прависене хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен координаци канашĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе ку хутĕнче Правительство çурчĕн Ларусен пысăк залĕнче иртрĕ. Унта бизнес-пĕрлĕх представителĕсен пысăк йышĕ пухăнчĕ.

12 Юпа, 2020

Хăрушсăрлăхшăн кашни яваплă

«Чăваш Енре хальлĕхе тăнăçлăха упрама май килет, анчах Раççейре лару-тăру çивĕчленни палăрать. Çавăнпа та хăрушсăрлăхăн мĕн пур мерине пĕр пăркаланмасăр пурнăçламалла», — çапла каласа пуçларĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николавев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва. Сăмах — коронавирус хăрушлăхĕ пирки.

12 Юпа, 2020

Çĕнĕ диагностика хатĕрĕ килнĕ

Республика клиника больницин бактериологи лабораторине çĕнĕ диагностика хатĕрĕ килсе çитнĕ.

Çĕнĕ йышши хатĕр пулăшнипе бактери пневмонине вирус этиологи пневмонийĕнчен /çав шутра коронавирус инфекцийĕнчен те/ уйăрма пулĕ. Ăна федераци бюджечĕн укçипе туяннă.

Бактериологи лабораторийĕнчи çĕнĕлĕхсем çакăнпа çеç вĕçленмĕç. Консультаципе диагностика центрĕнче ПЦР-лаборатори те пулмалла.

12 Юпа, 2020

«Шурă туя» акци иртĕ

Юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Енре «Шурă туя: хирĕç утăм» уйăхлăх акци пуçланать.

Çак тапхăрта Раççейре çулленех Шурă туя уйăхлăхĕ иртет. Ăна Пĕтĕм тĕнчери Шурă Туя тата Суккăр çынсен кунĕсене халалланă. Çавна май Лев Толстой ячĕллĕ библиотекăра «Шурă туя: хирĕç утăм» уйăхлăхпа килĕшӳллĕн тĕрлĕрен мероприяти иртет.

12 Юпа, 2020

Чи лайăх воспитателе палăртнă

«Раççей воспитателĕсем» Пĕтĕм Раççей конкурсĕн регионти тапхăрне пĕтĕмлетнĕ.

Чи лайăх воспитатель ятне тивĕçессишĕн республикăри 15 муниципалитетăн шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçлекен 43 организацийĕн 72 ĕçченĕ тупăшнă. Çĕнтерӳçĕсене 8 номинацире палăртнă.

Чи лайăх воспитатель ятне Хĕрлĕ Чутайри «Пилеш» ача садĕнче тăрăшакан Надежда Ладайкина тивĕçнĕ.

12 Юпа, 2020

Питĕрте юрланă

Юпа уйăхĕн 10 тата 11-мĕшĕсенче Питĕрте халăх юррин «Добровидение» V Пĕтĕм тĕнчери музыка фестивалĕ иртнĕ.

Питĕрти Раççей этнографи музейĕнче тата Патшалăх академи капеллинче иртнĕ пысăк калăпăшлă мероприятие тĕрлĕ çĕршыври пултарулăх коллективĕсемпе пĕрлех Чăваш Енрен «Çавал» ансамбль тата Валентина Телей юрăç хутшăннă.

Трансляци регионсен тата федераци каналĕсемпе иртнĕ.

12 Юпа, 2020

Логотип шыраççĕ

Республикăра Çамрăксен правительствин логотипне, слоганне тата официаллă хэштегне çирĕплетесшĕн.

Тĕп паллăсене шыранă май Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министерстви юпа уйăхĕн 9-23-мĕшĕсенче конкурс ирттерет. Унта 16-35 çулсенчи çамрăксен пултарулăхне кăтартма май пур. Çĕнтерӳçĕсене çак номинацисенче палăртĕç: «Чи лайăх логотип», «Чи асра юлакан слоган», «Чи креативлă хэштег».

Pages