Комментари хушас

12 Юпа, 2020

Çĕнĕ диагностика хатĕрĕ килнĕ

Республика клиника больницин бактериологи лабораторине çĕнĕ диагностика хатĕрĕ килсе çитнĕ.

Çĕнĕ йышши хатĕр пулăшнипе бактери пневмонине вирус этиологи пневмонийĕнчен /çав шутра коронавирус инфекцийĕнчен те/ уйăрма пулĕ. Ăна федераци бюджечĕн укçипе туяннă.

Бактериологи лабораторийĕнчи çĕнĕлĕхсем çакăнпа çеç вĕçленмĕç. Консультаципе диагностика центрĕнче ПЦР-лаборатори те пулмалла.

www.hypar.ru Medicin.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: