Новости по теме

5 Юпа, 2020

Çынсене итлеме — тепĕр лапам

Олег Николаев паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕн кампанийĕнче хăйне майлă сасăсем пухассишĕн суйлавçăсен хушшинче агитаци ĕçне йĕркелеме хутшăннă халăх штабĕн членĕсемпе тĕл пулчĕ.

5 Юпа, 2020

Асăрхансан «иккĕмĕш хум» пулмĕ

Коронавирус теми каллех нумай калаçтарать те — ЧР Пуçăлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва çак ыйтуран пуçлани ăнсăртран мар.

5 Юпа, 2020

Шалăва тÿлессине сÿтсе яврĕç

Шалăва вăхăтра тÿлессипе çыхăннă ыйтусемпе ĕçлекен комиссин черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пычĕ.

Ĕçлев инспекцийĕн пуçлăхĕ Алексей Метелкин пĕлтернĕ тăрăх, юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăри 10 организацире ĕçлекенсем умĕнче 19 млн тенкĕ парăма кĕнĕ. Кăçал парăмăн пĕр пайне - 30 млн ытла тенкĕ - парса татма май тупнă. Панкрута тухнă "ТриАсс" пĕрлешĕвĕн конкурс управляющийĕ Татьяна Богданова парăма - 1,2 млн тенке - çулталăк вĕçлениччен тÿлесе татассине каларĕ.

5 Юпа, 2020

Цифра сертификатне илейĕç

Пирĕн республикăра пурăнакансем кăçал патшалăхран кăçал цифра сертификатне илейĕç. Ăна тивĕçнисем цифра ăсталăхĕпе çыхăннă вăрттăнлăхпа паллашĕç. Çак çĕнĕ проекта Чăваш Ен те кĕме пултарнă.

Цифра сертификатне тивĕçнисем цифра экономикин 22 енĕнчен пĕрне суйласа федераци бюджечĕ шучĕпе вĕренейĕç. Кунта искусство интеллекчĕ, программăласси тата ИТ-продуктсем хатĕрлесси, системăна администрацилесси, промышлненность дизайнĕ, киберхăрушсăрлăх, мобильлĕ приложенисене хатĕрлесси тата ытти кĕрет.

5 Юпа, 2020

Красноярск тăрăхĕнче Чÿклеме иртнĕ

Иртнĕ уйăх вĕçĕнче Красноярск тăрăхĕнчи Казачинское ялĕнче чăвашсен Чÿклемине ирттернĕ. Унта ултă районтан тата Ачинск, Дивногорск, Енисейск, Красноярск, Лесосибирск, Сосновоборск хулисенчен пуçтарăннă.

5 Юпа, 2020

Атом пăр çĕмренĕ валли – чăваш трансформаторĕ

Çĕмĕрлери «Проект-техника» корпораци «Арктика», «Çĕпĕр» тата «Урал» проектсенче усă куракан универсаллă атом пăр çĕмренĕсем валли трансформаторсем ăсатать.

Корпораци нумаях пулмасть ятарлă килĕшÿ тунă. Çавăн пирки Чăваш Ен вице-премьерĕ – экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Дмитрий Краснов «Контактра» социаллă сетьри хăйĕн страницинче пĕлтернĕ. Вăл регионти предприятисем карапсем тăвакан тĕнчери шая тухнине хавхаланса палăртнă.

www.hypar.ru

5 Юпа, 2020

Халăха йышăнаççĕ

Чăваш Енри ĕç тăвакан органĕсен ертÿçисем халăха йышăнма пуçланă. Тÿре-шара патне лекес тесен çырăнмалла.

Юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче республикăн сывлăх сыхлав ĕç министрĕ Владимир Степанов, 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари службин ертÿçи Константин Викторов, 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Конкурентлă политика тата тариф службин ертÿçи Надежда Колебанова йышăнĕ.

5 Юпа, 2020

«Ачасем лайăх вĕренни – чи пысăк парне»

Çапла калать Шупашкар хулинчи 48-мĕш шкулăн 2-мĕш корпусĕнче /вăл Чантăрта вырнаçнă/ кĕçĕн классене вĕрентекен Лидия Власова.

Лидия Васильевна 44 çул вăй хурать педагогика ĕçĕнче. Чантăрта — 1988 çултанпа. Маларах кунта уйрăм шкул пулнă, каярах ăна 48-мĕш пĕлÿ çурчĕпе пĕрлештернĕ.

4 Юпа, 2020

Шупашкарта – Никита Михалковăн «Метаморфозисем»

Раççей халăх артисчĕн Никита Михалковăн «Метаморфозăсем. Пĕр кунхи фестиваль» культурăпа çут ĕç енĕпе йĕркеленĕ ятарлă проекчĕ вырăссен чаплă писателĕсен Антон Чеховпа Иван Бунинăн пултарулăхĕсемпе паллаштарать.

Фестиваль кăçалхи юпа уйăхĕн 2-8-мĕшĕсенче Атăл тăрăхĕнчи тăватă хулара — Чулхулара, Шупашкарта, Йошкар-Олара тата Хусанта — иртет. Проекта паллă самантсемпе — Антон Чехов çуралнăранпа 160 çул çитнипе, Иван Бунинăн 150-мĕш çуралнă кунĕсемпе — çыхăнтарнă.

Pages