«Ачасем лайăх вĕренни – чи пысăк парне»

5 Юпа, 2020

Çапла калать Шупашкар хулинчи 48-мĕш шкулăн 2-мĕш корпусĕнче /вăл Чантăрта вырнаçнă/ кĕçĕн классене вĕрентекен Лидия Власова.

Лидия Васильевна 44 çул вăй хурать педагогика ĕçĕнче. Чантăрта — 1988 çултанпа. Маларах кунта уйрăм шкул пулнă, каярах ăна 48-мĕш пĕлÿ çурчĕпе пĕрлештернĕ.

Лидия Лаврентьева /хĕр чухнехи хушамачĕ/ Элĕк тăрăхĕнчи Çирĕккасси ялĕнче çуралса ÿснĕ. 8-мĕш класс хыççăн Канашри педучилищĕре пĕлÿ илнĕ. 1977 çулта диплом илнĕ хыççăн ăна Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Çĕн Атикасси ялĕнчи шкула ĕçлеме янă. Унта Яманкасси шкулĕн филиалĕ пулнă. Унта юнашар ялсенчен — Чурпайран, Кушлавăшран тата Яманкассинчен — вĕренме çÿренĕ. Çирĕккассинчен инçех пулман ку шкул. 5 çухрăма утнă çамрăк учительница ачасене пĕлÿ пама. Ун чухне вăл 19-та пулнă. 

«Манăн 1-мĕш класа 20 ача — вунă хĕрача, вунă арçын ача  килчĕ. Çирĕммĕн мана куçран пăхса лараççĕ. Вĕсем кăна мар, хам та хуманатăп. Вĕсен хушшинче Олег Николаев та пурччĕ. Тăрăшуллă ачасемччĕ ку класра. Тимлĕ итлетчĕç, лайăх хуравлатчĕç, кĕнеке вулама питĕ юрататчĕç. Олег Николаев класра ертÿçĕ вырăнĕнчеччĕ. Кашни эрнерех литература вулавĕсем ирттереттĕмĕрччĕ… Профессие питĕ юрататăп. Ачасем маншăн — пурте! Ку класра 5 отличник, 7-8 ударник пулнă. Ыттисем те тăрăшнă. Олег Николаев ыттисенчен уйрăлса тăратчĕ. Математикăпа задачăсене уйрăмах вăйлă шутлатчĕ», — аса илет ЧР Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пĕрремĕш вĕрентекенĕ Лидия Власова. Хăйĕн вĕренекенĕшĕн, Олег Алексеевичшăн питĕ савăнать вăл паян, унпа мăнаçланать. Кун пирки тĕплĕнрех «Хыпар» хаçатăн юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче тухакан кăларăмĕнче вуласа пĕлме май пулĕ.

www.hypar.ru

Роза ВЛАСОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 

Комментари хушас