«Атăлçи» ассоциацие чăваш ертсе пырĕ

5 Юпа, 2020

Санкт-Петербург хулинче Атăлçи тăрăхĕнчи регионсенчи общество организацийĕсен представителĕсен пухăвĕ иртнĕ.

Унта тутарсен, чăвашсен, çармăссен Санкт-Петербургри автономийĕсен, Мордвасен культура обществин, Крым тутарĕсен пĕрлĕхĕн членĕсем пуçтарăннă. Вĕсем «Атăлçи» ассоциацие йĕркелеме калаçса татăлнă. Унăн ертÿçи пулма чăваша, Санкт-Петербургри чăвашсен наципе культура автономийĕн ертÿçине Валериан Гаврилова (сăн ÿкерчĕкре – варринче), шаннă. Çывăх вăхăтра ассоциацин концепцийĕпе мероприятисен планне хатĕрлемелле.

www.hypar.ru

Вера ТИТОВА хатĕрленĕ. Валериан Гаврилов архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Рубрика: 

Комментари хушас