Хăрушсăрлăхшăн кашни яваплă
«Чăваш Енре хальлĕхе тăнăçлăха упрама май килет, анчах Раççейре лару-тăру çивĕчленни палăрать. Çавăнпа та хăрушсăрлăхăн мĕн пур мерине пĕр пăркаланмасăр пурнăçламалла», — çапла каласа пуçларĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николавев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва. Сăмах — коронавирус хăрушлăхĕ пирки.
Хăшĕсем хăлăхсăр пулнине вара Олег Николаев чару пур çĕртех общество апатланăвĕн хăш-пĕр предприятийĕнче кальян туртма юраманни çине алă сулнипе çирĕплетрĕ. Иртнĕ кунсенче çакна хăй курса ĕненнĕ те — тивĕçлĕ тытăмсен представителĕсене явăçтарса рейдсем ирттерме сĕнчĕ.
Коронавирус хăрушлăхĕ пысăккине вара Калининăри психоневрологи интернатĕнчи ĕç-пуç куçкĕрет çирĕплетет. Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов унти пациентсен пĕр ушкăнĕн температури ÿсни çинчен пĕлтерчĕ, коронавирус ерме пултарнине кура пĕтĕмпе 48 çынна тĕрĕслеме тивнĕ. Температура пысăк çынсене унтан васкавлăн куçарма тивнĕ, сыхлăх тĕлĕшпе тивĕçлĕ мерăсем йышăннă. Ĕçлев министрĕ Алена Елизарова каланă тăрăх, интернатра çурла уйăхĕнче тĕрĕслев ирттернĕ, пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулнă, çавăнпа та вируса унти ĕçченсем, симптомсăр коронавируслăскерсем, интернат тулашĕнчен илсе кĕме пултарнă текен верси пур.
Акă мĕншĕн Олег Алексеевич хытарсах каларĕ: республикăра эпидемипе çыхăннă çивĕчлĕх çуккине кура спорт мероприятийĕсем те ирттерме пултаратпăр, эппин, «атьăр, çак режима хаклар. Хамăр асăрханмасан пирĕншĕн никам та сыхланмĕ — пĕтĕмпех хамăр алăра». Грипран та, ОРВИ чирĕсенчен те сыхланмалла. Халь вакцинаци ĕçне анлăн пурнăçлаççĕ. Владимир Степанов пĕлтерчĕ: пĕтĕмпе 753 пин çынна, республикăра пурăнакансен 60 ытла процентне, вакцинацилеме палăртнă. Вакцина илсе килнĕ, татах кÿреççĕ — ку енĕпе чăрмав пулмĕ. 238 пине яхăн çынна прививка тума та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ.
«Лидер» строительство компанийĕнчен çынсем хваттерсем илейменни пирки те калаçу пулчĕ. Олег Николаев компание панкрута кăларасссине пуçарни çинчен каланă май пурăнмалли лаптăк туянма укçа хывнă çынсемпе малалла мĕнле ĕçлессипе кăсăкланчĕ. Строительство министрĕ Александр Героев хаваттерсем тума пая кĕнĕ çынсемпе тĕл пулма палăртни пирки пĕлтерчĕ — пĕтĕмпех тĕплĕ сÿтсе явасшăн. Регион ертÿçи асăрхаттарчĕ: кашни объекта тĕплĕ тишкермелле — «кашни çын мĕнле майпа тата хăш вăхăтра хваттер илессине пĕлсе тăтăр».
Алена Елизарова çавăн пекех ЧР Пуçлăхĕн указĕпе нумай ачаллă çемьесене пĕр хут паракан 5 пин тенке мĕнле тÿленипе паллаштарчĕ. Çак укçана ачасене шкула кайма хатĕрлемешкĕн пама палăртнă. Тÿлеве кашни çын пуçне пурăнма кирлĕ виçерен пĕчĕкрех тупăш тивекен çемьесем илнĕ, илеççĕ. Пĕтĕмпе 70 миллион тенкĕ тăкакланать, хальлĕхе 11,7 пин ачашăн панă. Пĕтĕмпе вара 16 пине яхăн ачашăн укçа тÿлĕç. Алена Геннадьевна иккĕленмест: çак укçа тупăш пысăк мар çемьесемшĕн чăннипех вырăнлă тата вăхăтлă пулăшу пулса тăрать.
Экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов хуçасăр объектсене регистрацилес ыйтупа сăмах илчĕ. Унашкаллисем питĕ нумай иккен — 3 пин ытла шута илнĕ. Çав шутра — газ хуçалăхĕн 789 объекчĕ. Хуçасăрскерсене регистрацилемешкĕн вырăнти влаç органĕсене самай пысăк укçа кирлĕ, тепĕр енчен, çак ĕç вăраха каять — çакă та ура хурать. Çĕмĕрле тăрăхĕнче, Çĕнĕ Шупашкарта, ытти хăш-пĕр муниципалитетра хуçасăр объектсем пушшех нумай, вĕсене регистрацилес тĕлĕшпе ĕштеленни те сисĕнсех каймасть.
Газ хуçалăхĕн объекчĕсем тĕлĕшпе вара çакнашкал хуçасăрлăх пысăк çухатупа çаврăнса тухасси те часах. Олег Николаев РФ Президенчĕ хушнипе халь Газпром хăйĕн ĕç йĕркине улăштарма хатĕрленнине аса илтерчĕ. Унччен вăл газ магистралĕсене кăна тунă, малашне вара газа абонентсем патне илсе çитересси те ун çинчех пулмалла. Çавна май хайхи хуçасăр объектсем айккинче юлма, вĕсене газ пама пăрахмашкăн пултарас хăрушлăх та çук мар. Çавăнпа та Олег Алексеевич газпа çыхăннă пĕтĕм хуçалăха тĕплĕ шута илсе регистрацилеме хушрĕ, инвентаризаци ĕçне вăраха тăсса яма та юрамасть.
Николай КОНОВАЛОВ.
Комментари хушас