Потребительсен прависене хÿтĕлекен координаци канашĕн ларăвĕ иртрĕ

28 Авăн, 2020

Чи малтанах çынсен кăмăлне тивĕçтерессишĕн тата сывлăхне упрассишĕн тăрăшмалла. Яваплă органсене çапла асăрхаттарса каларĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи потребительсен прависене хÿтĕлекен координаци канашĕн иртнĕ черетлĕ ларăвĕнче.

ЧР Патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕн ертÿçи — тĕп инспектор Виктор Кочетков пĕлтернĕ тăрăх, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхри пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтернĕ чухне потребительсен прависене пăснă тĕслĕх чылай тĕл пулать. Кăçал çăхавсен йышĕ пĕлтĕрхинчен чылай сахалрах пулин те лару-тăру лайăх тесех калаймăн. Çынсем чылай чухне управляющи компанисен ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăлсăр. Çуртсенче юсав ĕçĕсене пахалăхлă пурнăçламанни çинчен /тĕслĕхрен, çурт тăррине улăштарнă хыççăн та шыв анни, вентиляци тытăмĕ йĕркеллĕ ĕçлеменни тата ытти те/ пĕлтерекенсем те пур. Виктор Владимирович кашни çăхавпах тĕрĕслев йĕркелени, чылай ыйтăва халăх майлă татса пама май килни çинчен пĕлтерчĕ.

Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленине пулăшу, хÿтлĕх ыйтса пыракансем те йышлă. Ведомство ертÿçин заместителĕ Вера Головач пĕлтернĕ тăрăх, çынсене ытларах хваттершĕн, капиталлă юсавшăн комиссисĕр тÿлеме май çукки, пурăнмалли условисем начарри /шăв-шав, пÿлĕмсенче, путвалсенче нÿрĕк тăни, вĕри шыв пăрăхĕнчен лĕппи юхни, ĕçмелли шыв пахалăхĕ япăххи/ пăшăрхантарать. Управлени хăй те час-часах пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхри пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерекен организацисенче тĕрĕслевсем йĕркелет. Çавăн йышшисенчен пĕрин вăхăтĕнче ĕçе пурнăçлакан компани çынсене хăй пирки тĕрĕс информаци паманнине тупса палăртнă. Тепри вара çурт-йĕрпе коммуналăх хуçалăхри ĕçсемшĕн чĕрĕ укçапа комиссисĕр тÿлемелли йĕркепе усă курмасть. Айăплисене, Вера Головач çирĕплетнĕ тăрăх, тивĕçлĕ майпа явап тыттарнă. Шупашкар хула администрацине те çăхавсем çыракансем пур. Алексей Ладыков каланă тăрăх, çурт-йĕр фондне тытса тăрассипе тата юсассипе, çуртсен таврашĕнчи территорисене тирпей-илем кĕртессипе, хĕлле картишсенче, урамсенче вăхăтра юр тасатманнипе, ытти ыйтупа çыхăннă икĕ пин ытла пĕлтерÿ йышăннă. «Тĕрĕслевсем хыççăн акă çынсене ытлашши тÿлеттернĕ хваттер укçисене тавăрса панă», — терĕ Алексей Ладыков. «Çăхавсем нумаййи çынсен кăмăлне тивĕçтермелĕх ĕçлеменнине кăтартать, — терĕ Олег Николаев. — Çавăнпа та çакна шута илмеллех. Халăх пурнăçне хăтлă, меллĕ тăвассишĕн, вĕсен прависене пăснă тĕслĕхсене сахаллатассишĕн тăрăшмалла».

ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов аптекăсене, сиплев учрежденийĕсене килекен эмелсем те çирĕп тĕрĕслев витĕр тухнине çирĕплетрĕ. Росздравнадзорăн Чăваш Енри территори органĕн ертÿçи Татьяна Аносова палăртнă тăрăх, фальсификат, контрафакт, пахалăхсăр тата пирĕн çĕршывра регистрацилемен препаратсемпе медицина хатĕрĕсен саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешессине республикăра пысăк тимлĕх уйăраççĕ. «Çапах та пахалăхсăр эмелсем\çын сывлăхĕшĕн тата пурнăçĕшĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратаççĕ», — терĕ Татьяна Николаевна. Шел те, сиенлĕ препаратсем республикăна килеççĕ-ха. Вĕсене яваплă органсем тата çынсем сыхă тăнипе тупса палăртма май килет. Çапла, çак ĕçе çынсем те тÿпе хываççĕ. Татьяна Николаевна пахалăхсăр эмелсем çинчен 165 пĕлтерÿ йышăннине каларĕ. Чылай чухне вĕсем çирĕпленеççĕ. Çавăн пек майпа ÿте чирлеттерсе янă лейкопластыре асăрханă.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас