Канмалли кунсенче хĕвеллĕ те çилсĕр çанталăк пулĕ
Шăматкун тата вырсарникун Чăваш Енре 9-14 градус ăшă пулĕ, каçхине те 0 градусран чакмĕ.
Кĕçĕр тата ыран ирхине çăра тĕтре карса илĕ. Тунтикунчченех типĕ çанталăк тăрĕ.
Ака уйăхĕн 1-2-мĕшĕсенче вăйлă çумăр çăвĕ. Çавна май сывлăш температури кăштах пĕчĕкленĕ, 5-10 градус ăшă пулĕ. Çитес эрнен иккĕмĕш пайĕнче палăрмаллах сивĕтĕ.