Йĕпреç тăрăхĕнчи Луконинсем çемье çавăрнăранпа – 50 çул

4 Пуш, 2025

Евгений Васильевичпа Любовь Михайловна  1974 çулхи юпа уйăхĕнче тĕл пулнă. Шăпа пĕрле пулма пÿрнине туйса илсен 1975 çулхи нарăс уйăхĕнче çемьене чăмăртаннă.

Кĕçех çамрăк мăшăр Иркутск облаçне куçса кайнă. Пĕрремĕш пепки Светлана çут тĕнчене килсен тепĕр вăхăтран çемье тăван ене таврăннă. Евгений Васильевич вăрман турттарма водителе вырнаçнă. Унтан Районсен хушшинчи чĕр чунсен тĕнчипе вĕсем пурăнакан вырăнти объектсене упрассипе, вĕсемпе усă курассипе ĕçлекен пай инспекторĕ пулнă. Любовь Михайловна вара «Рябинка» ача садĕнче завхозра тăрăшнă. Ĕçри хастарлăхшăн Луконинсене Хисеп тата Тав хучĕсемпе сахал мар чысланă.

Евгений Васильевичпа Любовь Михайловна  виçĕ хĕр çуратса ÿстернĕ, халĕ вĕсен çичĕ мăнук.

www.hypar.ru Minust.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ

Комментари хушас