Чăваш Енре — 3 пин ытла çерçи
«Тĕм çинчи çерçи» Пĕтĕм Раççей акцине пирĕн республикăра пурăнакансем те хастар хутшăннă. Нарăсăн 8-16-мĕшĕсенче пĕтĕмпе 232 çын 3151 çерçи шутласа кăларнă. Чăваш Ен çак кайăк йышĕпе çĕршывăн 81 регионĕ хушшинче 21-мĕш вырăн йышăннă.
Пĕтĕмпе вара Раççейре 207 пин ытла çерçи шутласа кăларнă, ку ĕçе тума 15 пин ытла çын хутшăннă. Çак кăтартусем орнитологсене тĕпчев ирттернĕ чухне кирлĕ пулĕç. Акцие хастар хутшăннăшăн Раççей кайăк хуралĕн союзĕ Шупашкарти ботаника сачĕн ĕçченне, Чăваш Енре çерçисене шутлас ĕçе йĕркелекен Ольга Петровăна уйрăмах тав тунă.