ПРАВИТЕЛЬСТВО КУНĔ: Малтисен те татса паман ыйтусем пур
«Паян Правительство кунне Шупашкарта, çак пысăк залра, ирттерес терĕмĕр. Мĕншĕн тесен Шупашкар округĕ — чи пысăккисенчен пĕри. Вăл республика аталанăвне пысăк тӳпе хывать. Пирĕн паянхи тĕллев — 5 çул хушшинче пур отрасльте те тунă ĕç-хĕле пĕтĕмлетесси, çитес 6 çул валли çĕнĕ тĕллевсене палăртасси», - çапла каласа уçрĕ Шупашкар округĕнчи Правительство кунне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев. Анлă пуху тĕп хулари Трактор тăвакансен культура керменĕнче иртрĕ.
Шупашкар округĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов хăйĕн докладĕнче юлашки 5 çулта тунă ĕçе пĕтĕмлетрĕ. Владимир Борисович палăртнă тăрăх, çак тапхăрта çитĕнӳ чылай тунă. Калăпăр, экономикăри тĕп кăтартусем ӳснĕ. «Эпир бизнес-климата лайăхлатас, инвесторсене илĕртес, пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарма условисем тăвас, ял хуçалăхне, промышленноçа тата экономикăн ытти сферине çĕклес тĕллевпе нумай ĕçлетпĕр. Инфратытăма аталантарас енĕпе тунă ĕç те курăмлă. Çулсене, шкулсемпе ача сачĕсене, медицина учрежденийĕсене çĕнетрĕмĕр. Халăхăн пурăнмалли условийĕсене лайăхлатсах пыма тăрăшатпăр. Шанатăп: пĕрле тăван округ хăтлăрах, илемлĕрех пултăр тесе тата пысăкрах çитĕнӳсем тума пултаратпăр», - терĕ Владимир Борисович.
Вăл палăртнă тăрăх, Шупашкар округĕ экономикăн пур отрасльне те аталантарма меллĕ вырăнта вырнаçнă. Асăннă территорире 62 пин çын пурăнать. Кунта — 17 территори уйрăмĕ, 172 ял. Юлашки 5 çулта Шупашкар округĕнче 17,5 млрд.тенкĕлĕх 142 проекта хута янă, çĕнĕ 1115 ĕç вырăнĕ тунă. Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 2025 çулчченхи комплекслă программине ирттерсе тултарнă. Ял хуçалăхĕ, промышленноç, потребитель рынокĕ, туризм енĕпе 13,7 млрд тенкĕлĕх 56 инвестици проектне пурнăçа кĕртнĕ. Çавăн пекех çул-йĕр хуçалăхĕ, ЖКХ, вĕрентӳ, спорт, культура тата сывлăх сыхлавĕ енĕпе 3,7 млрд тенкĕлĕх 86 инфратытăм проектне пурнăçа кĕртнĕ. Вăтам ĕç укçи икĕ хут ӳснĕ. Пĕчĕк бизнесра ĕçлекенсен шучĕ икĕ хут нумайланнă — 4300 çынна çитнĕ. Çак кăтартусенче, паллах, патшалăх пулăшăвĕн тӳпи курăмлă. Пĕчĕк бизнесăн 450 субьекчĕ 798 миллион тенкĕлĕх пулăшу илнĕ.
«Шупашкар округĕн экономикишĕн ял хуçалăхĕ тĕп шăнăр пулса тăрать. Ял хуçалăх продукцийĕ туса илессипе округ республикăра 1-мĕш вырăнта. Юлашки 5 çулта АПК организацийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем сĕт суса илессине — 1,8, мăйракаллă шултра выльăх шутне 1,4 хут ӳстернĕ. Пĕр ĕне пуçне сĕт суса илесси 1,3 хут ӳснĕ. Кунти аграрисем республикăри ял хуçалăх организацийĕсен хушшинче çуллен малти вырăнсене йышăнаççĕ. Калăпăр, сĕт суса илессипе малтисен йышăнче. Çакă пысăк предприятисем — «ЧебоМилк», «Чурачикское», «Ольдеевская» агрофирма» — лайăх ĕçленипе çыхăннă. Вĕсем кунне 160 тонна ытла сĕт суса илеççĕ. Аш-какай калăпăшĕпе те эпир 1-мĕш вырăнта. Республикăра туса илекен ашăн 63 проценчĕ — пирĕн тӳпе. Тĕп вырăнта — чăх какайĕ. Вăл экспорта та каять», - палăртрĕ Владимир Борисович.
Çырла çитĕнтерес, сыр тăвас енĕпе те тăрăшуллă. Мал ĕмĕтлисене тĕллевсене пурнăçа кĕртме патшалăх пулăшăвĕ парасси 2020 çулхипе танлаштарсан 2,5 хут ӳснĕ. Юлашки 5 çулта 118,6 миллион тенкĕлĕх грант пулăшăвне илнĕ. Округра çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе те хастар ĕçлеççĕ. 5 çулта 2 пин яхăн гектара сухаласа акма тытăннă.
«Пуçаруллă бюджет» программăпа хастар ĕçлеççĕ. Вăл ĕçлеме пуçланăранпа 540 проекта /900 млн тенкĕлĕх/ пурнăçа кĕртнĕ. 5 çулта 100 çухрăма яхăн автоçула çĕнетнĕ, 22 автобус павильонĕ вырнаçтарнă, 43 картиш территорине хăтлăх кĕртнĕ. ЖКХ сферинче 485 млн тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă. Нумай хваттерлĕ 82 çуртра 189 млн тенкĕлĕх тĕплĕ юсав тунă. 52 картиш территорине, 9 общество вырăнне 390 млн тенкĕлĕх хăтăлăх кĕртнĕ. 2026 çулта Карачурари футбол уйне тата ача-пăча площадкине çĕнетме палăртаççĕ. Шупашкар хутлăхĕнче 5 çул хушшинче 179 çемье пурăнмалли условисене лайăхлатнă. 74 çынна авариллĕ çуртсенчен куçарнă. Çак ыйтăва татса пама 54 млн тенкĕ расхутланă.
«Экологи культурин тата çут çанталăк ресурсĕсемпе тирпейлĕ усă курассин çулталăкĕнче ытти çулти пекех «Астăвăм сачĕ», «Раççей шывĕсем», «Вăрмана упратпăр» акцисем ирттернĕ, çăлкуçсене тасатнă, экологи субботникĕсем йĕркеленĕ. Округра Вырăс географи обществин вырăнти уйрăмне уçнă. Вĕрентӳ тытăмĕнче пĕтĕмпе — 22 шкул, 13 садик, хушма пĕлӳ паракан 6 учреждени. Юлашки вăхăтра пĕлӳ çурчĕсенче компьютер оборудованине тĕпрен çĕнетнĕ, 23 шкул автобусĕ панă. Атайкасси ялĕнче ача сачĕ хута кайнă, Кӳкеçре çĕнĕ шкул тăвас ĕç вĕçленсе пырать. Çитес вăхăтра Кӳкеçре искусствăлла футбол уйĕ тума палăртатпăр. Çĕньялта вара хальхи йышши спорт лапамне хăтласшăн», - пĕлтерчĕ округ пуçлăхĕ. Туризма, спорта, медицинăна, ытти отрасле аталантарас енĕпе те аван ĕçленĕ Шупашкар округĕсем.
— 4 çул çурă каялла мана Шупашкар районĕн кураторне çирĕплетнĕччĕ. Ун чухне татса памалли ыйту чылайччĕ. Паян округ пуçлăхĕн докладне итлерĕм те — çак тапхăрта нумай çитĕнӳ туни куçкĕрет. Çав вăхăтрах ытларах пусăм тумалли ыйтусем те пур. Ял хуçалăх отраслĕнче кăтартусем начар мар. Анчах пĕлтĕр удобрени сахалрах хывнăран тыр-пул тухăçĕ ытти округринчен пĕчĕкрех пулчĕ. Çак енĕпе малашне туртăнса ĕçлемелле. 5 çулта ку тăрăхри 23 фермер грант пулăшăвĕ илчĕ. Хăй тĕллĕн ĕçлекенсен шучĕпе Шупашкар тăрăхĕ ыттисенчен кăшт каярах пырать. 2030 çулччен хăмла туса илес ĕçе пуçарасшăн, çăмарта туса илессине палăрмаллах ӳстересшĕн. Эпир тухăç илме пĕлетпĕр, анчах сутасси юларах пырать. Çавăнпа мини-пасарсем тăвасшăн, - палăртрĕ хăйĕн докладĕнче Министрсен Кабинечĕн Председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Артамонов
Вăл пĕлтернĕ тăрăх, агроклассем, агролабораторисем малашне те уçĕç, кадрсем хатĕрлессине тимлĕç. Паллах, тăван чĕлхене, йăла-йĕркепе культурăна упраса хăварас, аталантарас енĕпе те ĕçлĕç. «Çине-çинех алă ан çупăр-ха — хама артист пек туйма пуçларăм. Пĕлетĕп, эсир нумай енĕпе малтисем, анчах татса памалли ыйтусем те пур», - шӳтлерĕ вăл залра ларакансем тăтăш алă çупнине кура.
Ĕçре пуçарулăхпа, хастарлăхпа палăрнисене наградăсемпе хавхалантарчĕç. Пухăннисем «Жилкомцентр» общество гендиректорне Лилия Александровăна — «Чăваш Республикин халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерессин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята, «Чурачикское» акционер обществин ветврачне Галина Артемьевăна, «Ольдеевская» агрофирма пахчаçине Елена Евдокимовăна, «Теплоэнерго» обществăн тĕп инженерне Николай Москалева республика Пуçлăхĕн Тав сăмахне тата алла çыхмалли сехете тивĕçнĕ ятпа алă çупса саламларĕç.
Василий Кузьмин сӑн ӳкерчӗкӗсем
www.hypar.ru
















