Чӑваш Енре ача-пӑча кӗнекин эрни уҫӑлчӗ

18 Пуш, 2025

Ҫуркунне ҫулсерен ҫӗршывӗпех ача-пӑча кӗнекин эрнине ирттересси йӑлана кӗнӗ.  Республикӑри ачасемпе ҫамрӑксен библиотеки йӗркеленӗ уява паян Чӑваш Енри халӑхсен туслӑх ҫуртӗнче уҫрӗҫ. Ӑна кӑҫал Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине тата Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин ҫулталӑкне халалланӑ.

Паянхи кун ачасене кӗнекепе интереслентермелли меслет нумай. Ҫакна шута илсех Республикӑри ачасемпе ҫамрӑксен библиотеки вӑхӑт чуппинчен юлмасӑр ӗҫлет. Вӑл информаципе культура центрӗ пулса тӑчӗ. Пӗрмаях темӗн тӗрлӗ конкурс-викторина ирттерет. Паянхи уявра вӗсенче ҫӗнтернӗ ачасене тата ҫулталӑкра пуринчен те нумай кӗнеке вуланӑ Альвина Горбуновӑна чысларӗҫ. Вӑл Шупашкарти 37-мӗш шкултан, 2-мӗш класра пӗлӳ пухать.

www.hypar.ru Елена Атаманова сӑн ӳкерчӗкӗсем

Рубрика: 

Комментари хушас