Кăçал Шуршăлта А.Г. Николаев ячĕллĕ музее юсама тытăнасшăн
Ун пирки паян Чăваш Республикин Культура министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕнче сăмах пулчĕ. Ăна Чăваш Республикин культура министрĕ Светлана Каликова ертсе пычĕ.
Светлана Анатольевна малтанах культура сферинче 2019-2024 çулсенче туса ирттернĕ ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ, ун хыççăн малашнехи тĕллевсем çинче чарăнса тăчĕ.
«2024 çулта «Культура» наци проекчĕ вĕçленчĕ. Вăл пулăшнипе республикăра тĕрлĕ ĕç пурнăçларăмăр. 2025 çулта çĕнĕ нацпроектпа ĕçлеме пуçлатпăр. Вăл культурăна анчах мар, Ĕçлев министерствине те пĕрлештерет. Ăна пурнăçа кĕртнĕ май клубсем çĕклетпĕр, юсатпăр. 2025 çулта пирĕн 12 вулавăш уçмалла, Шуршăлта А.Г.Николаев ячĕллĕ музее юсама тытăнмалла. Виçĕ çулта ăна çĕнетмелле», - терĕ министр.
Комментари хушас