Ятарлă çар операцийĕ иртекен вырăна Чăваш Енрен черетлĕ гуманитари пулăшăвĕ ăсатнă
Ăна кăрлач уйăхĕнчен СВОна çар çынни пулса хутшăнакан виçĕ ача ашшĕ Сергей Муравьев паян СВОри хăй хĕсметре тăракан чаçе Шупашкартан фурăпа турттарса кайрĕ.
Сергей Муравьев - Шупашкар хулин депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ, ятарлă çар операцине хутшăниччен вăл волонтер пулнă. Хальхинче çар çыннисем патне виçĕ автомобиль, резина кустăрмасем, 2 мотоцикл, вун-вун маскировка тетелĕ, тепловизорлă дронран сыхланмалли пĕркенчĕксем, матрассем илсе кайнă. Автомашинăсене - "Горсовет" тата "Водоканал" АОсем, республикăн Сывлăх сыхлавĕн министерстви, маскировка тетелĕпе тепловизорлă дронран сыхланмалли пĕркенчĕксене – Йĕпреç округĕнчи территори уйрăмĕсенчи волонтерсем, матрассене Халăх фрончĕн республикăри уйрăмĕ пухса панă.
www.hypar.ru Юрий Михайлов сăн ÿкерчĕкĕсем


