Новости по теме

12 Авăн, 2022

Экскурсоводсем аттестаци тухĕç

Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа республикăра çĕнĕ йышши патшалăх пулăшăвĕ вăя кĕнĕ.

Аттестаци тухас тесен экскурсоводсен ЧР Экономика аталанăвĕн министерствин туризмпа ремесла аталанăвĕн пайне е Нумай функциллĕ центра пымалла, çавăн пекех Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕпе усă курма пулать. Тест тухмалла тата практика пайне пурнăçлама тивĕ. Икĕ сехетре 30 ыйтуран 23-шне тĕрĕс хуравласан тĕрĕслев ăнăçлă иртнĕ теме пулĕ.

9 Авăн, 2022

Хваттер туянӗç е çурт лартӗç

Чăваш Ен Пуçлăхĕн указĕпе килĕшÿллĕн çул çитмен çичĕ е ытларах ачаллă, пурăнмалли условисене лайăхлатма черетре тăракан çемьесен патшалăх пулăшăвне тивĕçмешкĕн ирĕк пур.

Çакнашкал çăмăллăхпа усă курса кăçал нумай ачаллă 31 çемье пурăнмалли условисене лайăхлатма – хваттер туянма е çурт лартма – пултарĕ. Вĕсен ыйтăвне татса пама 180 миллион ытла тенкĕ пӑхса хунӑ.

7 Авăн, 2022

Пысăккине ваклаççĕ те...

Республикăн Коррупципе кĕрешессине йĕркелекен комиссийĕн ларăвĕнче паян ШĔМĕн экономика хăрушсăрлăхĕн тата коррупципе кĕрешекен управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Курьянов пайта тума тăрăшакансем чееленнĕ тĕслĕхсем тавра сăмах пуçарчĕ.

7 Авăн, 2022

Çăхав сахалланнă

Патшалăх тата муниципалитетсен нушисем валли таварсем, пулăшу ĕçĕсем туянасси пысăк укçапа çыхăннă та — коррупцирен сыхланас енĕпе тимлĕх кирли паллă. Республикăн Коррупципе кĕрешессине йĕркелекен комиссийĕн ларăвĕнче шăпах çак тема тавра тĕплĕ калаçу пулчĕ.

1 Авăн, 2022

Çĕнелнĕ шкулта пĕлÿ кунĕ пуçланчĕ

«Пĕлӳ кунĕ — чи лайăх, чи çутă, чи ырă уяв», - çапла палăртрĕç паян Шупашкарти 24-мĕш шкула пухăннисем. Уяв кăçал Раççей, Чăваш Ен тата Шупашкар хулин ялавĕсене çĕкленипе пуçланчĕ.

1 Авăн, 2022

Шкулсенче - ырă йăла

Кăçал пирĕн районта 174 вĕренекен пĕрремĕш хут парта хушшине ларчĕ. Урхас Кушкă шкулĕ те ача сассипе тулчĕ. Кунта Пĕлÿ кунĕ хаваслă та çĕкленÿллĕ иртрĕ.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ шкулсене çĕнĕлĕхсем илсе килчĕ. Пĕлÿ çурчĕсенче вĕренÿпе ĕç эрни малашне çĕнĕ йăларан пуçланĕ. Кашни тунтикун Раççей ялавне илсе тухĕç.

31 Çурла, 2022

Комсомольскисемпе пĕрле аталану çулне тишкерчĕ

Паян ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Кĕçĕн Каçaл ялĕнчи культура çуртĕнче Комсомольски районĕн активĕпе тĕл пулчĕ.

Căмах май, клуб çи виттине çулла вăйлă çил сирсе ывăтнă, вырăнти влаç тата депутатсем тăрăшнипе çийĕнчех юсанă. Олег Николаев республикăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантармалли, уйрăммăн илсен харпăр хăй ĕçне кил хуçалăxĕнче йĕркелемелли программăceмпе паллаштарчĕ.

31 Çурла, 2022

Типĕ атмосфера аграрисене сиен кÿрет

Чăваш Енре çурла уйăхĕн 31-мĕшĕнчен тытăнса регион шайĕнчи чрезвычайлă лару-тăру режимĕ вăя кĕнĕ. Çакăн çинчен Чрезвычайлă лару-тăруран сыхланас, унăн сиенне пĕтерес тата пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссин юнкун ирхине иртнĕ ларăвĕнче ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев пĕлтерчĕ.

30 Çурла, 2022

Влаç производство ӳсĕмне пулăшма хатĕр

Республика Пуçлăхĕ ытларикун Шупашкарти сварка оборудованийĕ туса кăларакан «Технотрон» наука-производство предприятийĕнче пулчĕ. Сăлтавĕ — компани умне аталану енĕпе тухса тăнă чăрмава сирме пулăшасси.

Pages