Çăхав сахалланнă
Патшалăх тата муниципалитетсен нушисем валли таварсем, пулăшу ĕçĕсем туянасси пысăк укçапа çыхăннă та — коррупцирен сыхланас енĕпе тимлĕх кирли паллă. Республикăн Коррупципе кĕрешессине йĕркелекен комиссийĕн ларăвĕнче шăпах çак тема тавра тĕплĕ калаçу пулчĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев палăртнă тăрăх, ку сфера тӳрĕ кăмăллă мар çынсемшĕн илĕртӳллĕ пулни куçкĕрет. Тĕрлĕ майпа усă курма тăрăшаççĕ — аукционсене хутшăнакансем чиновниксемпе, çак ĕçе тĕрĕслесе тăракан органсен ĕçченĕсемпе каварлашни таранах. Кунашкал тĕслĕхсемпе пуçарнă уголовлă ĕçсем те пур. Çавăнпа контрактаципе çыхăннă пĕтĕм процеса уçăмлă тума тăрăшмалла.
Ку енĕпе йышăнакан мерăсен усси пур. Конкурентлă политика тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертӳçи Надежда Колебанова муниципалитетсем таварсем сутăн илессине централизацилени чылай ыйтăва татса пама пулăшнине çирĕплетрĕ. Кăтартăвĕ — саккуна уяман тĕслĕхсем пирки пĕлтерсе çырнă çăхавсен шучĕ икĕ хут чакни. Çапах — ĕçлемелли нумай-ха.
Çакна Тĕрĕслевпе шутлав палатин председателĕ Светлана Аристова шкулсен юсавĕпе çыхăннă тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Палата тĕрлĕ районпа хулари 28,5 миллион тенкĕлĕх юсав ĕçĕсене тĕрĕсленĕ. Шел те, саккуна, йĕркене пăснă тĕслĕх чылай. Çав шутра пурнăçламан 5,9 миллион тенкĕлĕх ĕçе пурнăçланă пек кăтартни, проектпа смета докуменчĕсенче палăртнинчен йӳнĕрех материалсемпе усă курни — тата 4,5 миллион тенкĕлĕх. 8 вĕренӳ учрежденийĕнче ĕçсене кирлĕ пек пурнăçламан — аудиторсем çав кăлтăксене 9 миллион тенкĕлĕх хакланă.
Юсав ĕçĕсен пĕрремĕш тапхăрĕнче туни иккĕмĕш тапхăрта харама кайнă тĕслĕхсене тăрă шыв çине кăларнă. Калăпăр, Вăрнарти шкулта кăçал пĕлтĕр хунă урая пăснă — магистраль системине çыхăнтармаллине пула çапла тума тивнĕ. Çийĕнчен çĕнĕ пăрăхсене кивĕ сетьпе çыхăнтарнă та — каллех ĕçе тепĕр хут пурнăçлама тивес хăрушлăх та çук мар. Алăксен откосĕсене те ватма тивнĕ — вĕсене те иртнĕ çул юсаса тăкакланнă. Светлана Ивановна шучĕпе, çакнашкал тĕслĕхсем ĕçсене малтан тĕплĕ планламаннипе сăлтавланнă, ку вара икĕ хут расхутланасси патне илсе çитерет.
Е тата — çĕнетнĕ шкулсенчех юсаман пӳлĕмсем юлни. Шăмăршăри шкулпа çапла пулса тухнă — спортзала алă çитмен. Канаш районĕнчи Энтриялĕнче путвала юсаман — унта шыв тăрать, çавна май урая, юсанăскере, сиенлет. Çĕнĕ Шупашкарти 4-мĕш шкулта пĕлтĕр сивĕ шыв пăрăхĕсене улăштарнă, кăçал вара малалла ĕçленĕ май вĕсене... сӳтнĕ.
Вĕрентӳ оганизацийĕсенчи ĕç-пуçа прокуратура та куçран вĕçертмест. Коррупципе кĕрешмелли саккунсене пурнăçланине сăнаса тăракан пай пуçлăхĕ Денис Васильев ĕçсен пахалăхĕ тивĕçтермен, вĕсене вăхăтра пурнăçламан тĕслĕхсемпе административлă ĕçсем пуçарни çинчен пĕлтерчĕ. Сăмахран, Шупашкар районĕнчи Кăшавăш шкулĕнче спортзал юсавне тăсса янă. Прокуратура хушша кĕнĕ хыççăн подрядчик тинех «вăраннă» — ĕçсене пĕр уйăхра вĕçленĕ. Шупашкарти 31-мĕш шкулта шăпах прокуратура представителĕсем тĕрĕслеме пырас умĕн фойери мачча штукатурки йăтăнса аннă. Ăна вара çулталăк каялла кăна юсанă-мĕн.
Комментари хушас