Экскурсоводсем аттестаци тухĕç
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/title/2022/09/kvwiowl2sopx9mwmaxyc.jpg)
Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа республикăра çĕнĕ йышши патшалăх пулăшăвĕ вăя кĕнĕ.
Аттестаци тухас тесен экскурсоводсен ЧР Экономика аталанăвĕн министерствин туризмпа ремесла аталанăвĕн пайне е Нумай функциллĕ центра пымалла, çавăн пекех Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕпе усă курма пулать. Тест тухмалла тата практика пайне пурнăçлама тивĕ. Икĕ сехетре 30 ыйтуран 23-шне тĕрĕс хуравласан тĕрĕслев ăнăçлă иртнĕ теме пулĕ.
www.hypar.ru Cheboksary-gid.ru сăн ÿкерчĕкĕ
Комментари хушас