Патшалăх пулăшăвĕсене лайăхлатаççĕ
«Эффективлă регион» проекта пурнăçлассипе ĕçлекен ушкăнăн ларăвĕ иртрĕ. Ăна ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пычĕ.
Ку проекта Чăваш Ен 2021 çултанпа хутшăнать. Пĕлтĕр 206 проекта пурнăçа кĕртнĕ, вĕсене 1 пин ытла çынна явăçтарнă. Экономика министрĕ Дмитрий Краснов пĕлтернĕ тăрăх, регионта перекетлĕ производствăн инструменчĕсемпе усă куракан чи лайăх практикăсен тĕслĕхĕсене йĕркелемелле. Министерствăн патшалăх пулăшăвĕсене оптимизаци тумалли проектне ырланă. Тĕслĕхрен, «Ĕç ветеранĕ» ята 41 кунра пама пуçлĕç, ача садне черете тăмашкăн заявка хатĕрлемелли вăхăта 10 минут хăварнă.
«Эффективлă регион» компетенцисен центрĕн ертӳçи Сергей Лекарев каланă тăрăх, перекетлĕ производство технологийĕсене алла илме пулăшмашкăн Промышленноç аталанăвĕн фончĕ тата Шупашкарти строительство техникумĕ çумĕнче «процессен фабрикине» уçнă. Вĕсенче патшалăх влаç органĕсенче ĕçлекен 90 çын пĕлӳ илнĕ. Ку ыйтупа район-хула ертӳçисемпе семинарсем ирттернĕ, вĕсене 29 çын хутшăннă.
Комментари хушас