Типĕ атмосфера аграрисене сиен кÿрет
Чăваш Енре çурла уйăхĕн 31-мĕшĕнчен тытăнса регион шайĕнчи чрезвычайлă лару-тăру режимĕ вăя кĕнĕ. Çакăн çинчен Чрезвычайлă лару-тăруран сыхланас, унăн сиенне пĕтерес тата пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссин юнкун ирхине иртнĕ ларăвĕнче ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев пĕлтерчĕ.
Пĕр кун маларах ЧС режимне республикăн сакăр муниципалитечĕн территорийĕнче вăя кĕртнĕччĕ, юнкунран вара çак йĕрке пĕтĕм региона пырса тивет. Олег Николаев халь уйра ĕçсем пынă май тип-шар сиенне пĕтерес енĕпе уçăмлă план хатĕрлемеллипе çирĕплетрĕ.
Çак йышăнăва типĕ атмосфера сăлтавланă - уншăн ял хуçалăх культурисем ÿснĕ тата аталаннă тапхăрта çанталăк 30 талăк е унтан та ытларах 25 градусран шăрăхрах тăни, талăкра 5 миллиметртан каярах çумăр çуни кăтартуллă. Агрометеорологин хăрушă çак пулăмне Патăрьелте утă уйăхĕн 22-мĕшĕнчен тытăнса шута илнĕ, Улатăр тăрăхĕнче - утă уйăхĕн 27-мĕшĕнчен, Пăрачкавра - çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнчен. Метеосăнав çирĕплетнĕ тăрăх, çурла уйăхĕнче пĕтĕмпе те 3 миллиметр нÿрĕк ÿкнĕ - уйăхри нормăн 5% чухлĕ çеç. Çав вăхăтрах сывлăш температури нумай çул шута илсе пынă кăтартусенчен пысăкрах пулнă. Талăкри вăтам температура 21,9 градуспа таналашнă - типĕ тăнă, вăрмансенче пушар кăларса Шупашкара та тĕтĕмпе хупланă 2010 çулхинчен те (ун чухне 21,6 градус пулнă) шăрăхрах.
Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов каланă тăрăх, типĕ атмосфера чи малтанах çĕр улмишĕн, уçă çĕрте çитĕнтерекен пахча çимĕçшĕн, нумай çул ÿсекен курăксемшĕн япăх, çавăн пекех тăпрари кĕрхи культурăсене кирлĕ нÿрĕке пĕтерет. Сергей Геннадьевич çĕр улмипе пахча çимĕç йышăнакан лаптăксенчи тухăçăн пĕр пайĕ пĕтнине çирĕплетрĕ. «Хальлĕхе 3 пин гектар çинчи ял хуçалăх культурисене тĕпченĕ. Малтанлăха палăртнă тăрăх, хуçалăхсем тÿснĕ сиен виçи 67 миллион тенкĕрен те иртет», - терĕ вăл.
Типĕ атмосфера пырса тивнĕ муниципалитетсем - шăпах çĕр улми тата пахча çимĕç нумай çитĕнтерекен районсем. Иккĕмĕш çăкăрăн 48%, уçă çĕрти пахча çимĕçĕн 38% - çав районсенчи хуçалăхсен тÿпи. Аграри ведомствин ертÿçи пытармарĕ: асăннă культурăсен тухăçĕ иртнĕ çулхинчен пĕчĕкрех пуласси халех паллă.
Чăваш гидрометцентрĕн пуçлăхĕ Сергей Максимов лару-тăру утă уйăхĕн вĕçĕнчех çивĕчленнине, çурла уйăхĕнче республикăра çумăрсем вуçех пулманнине палăртрĕ - вырăн-вырăнпа кăна кăшт ÿккеленĕ. Шăрăх çанталăка типĕ çилсем те тăпрана типĕтме пулăшнă. Çурла уйăхĕн 18-мĕшĕ тĕлне çурхи культурăсене акмалли лаптăксенче сухалакан сийре нÿрĕк 5-20 миллиметрпа танлашнă, çиелти сийре вара - пĕтĕмпе те 1-3 миллиметр кăна. Ку, паллах, калчасене шăтса вăй илмешкĕн ырă услови мар.
Пухăннисене итленĕ хыççăн Олег Николаевăн йышăнăвĕ иккĕленÿсĕр пулчĕ: республикăра регион шайĕнчи чрезвычайлă лару-тăру режимне вăя кĕртес. Вăл уйрăм хушуччен вăйра пулĕ. Аса илтерни вырăнлă: Чăваш Енре пĕлтĕр те ЧС режимĕпе усă курнăччĕ. Тăпра типсе кайнипе сăлтавланнă сиен виçи 300 миллион тенкĕрен иртнĕччĕ.