Влаç производство ӳсĕмне пулăшма хатĕр
Республика Пуçлăхĕ ытларикун Шупашкарти сварка оборудованийĕ туса кăларакан «Технотрон» наука-производство предприятийĕнче пулчĕ. Сăлтавĕ — компани умне аталану енĕпе тухса тăнă чăрмава сирме пулăшасси.
Юлашки уйăхсенче Анăçри çĕршывсем хăйсен Раççейри бизнесне ансăрлатрĕç. Çав шутра — сварка оборудованийĕ туса кăларакан пысăк тата паллă компанисем те. Анчах вĕсем пирĕн çĕршывпа пурпĕр ĕçлеççĕ: сервис ыйтăвĕсене татса памалла, ытти... Çавна май хайхискерсем ку енĕпе «Технотрон» урлă ĕçлесшĕн. Апла тăк Шупашкарти предприятин ĕç хушăнать, çын та ытларах кирлĕ.
Тепĕр енчен, Анăç санкцисем йышăннă хыççăн Раççей импорта хамăрăн продукципе çине тăрсах улăштарма тытăнчĕ те — «Технотрон» продукцийĕ те ытларах сутăнать. Предприяти директорĕ Владимир Галкин çакна кунта туса кăларакан, пĕчĕк пăрăхсене автомат мелĕпе шăратса çыхăнтаракан оборудовани тĕслĕхĕпе çирĕплетрĕ. Ăна туянмашкăн «Газпром» предприятийĕсене, ыттисене пайтах сĕннĕ, апла пулин те иртнĕ çулсенче, виçĕ çулта, пĕтĕмпе те 50 аппарат патнелле кăна сутма май килнĕ. Кăçал вара лару-тăру тĕпрен улшăннă — çулталăк пуçланнăранпа ăна газовиксем, ытти отрасль предприятийĕсем 30 ытла туянма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ.
Эппин, производствăна анлăлатмалла. Плансем пысăк — çĕнĕ оборудовани те илсе килмелле. Анчах çак плансене пурнăçлама производство лаптăкĕ пысăк марри чăрмантарать. Çакна предприяти ертӳлĕхĕ Чăваш Ен Пуçлăхне цехсене илсе кĕрсе кăтартсах çирĕплетрĕ. Чăнах та, кунта пушă лаптăк çук.
Владимир Галкин ыйтăва татса памалли меле пĕлет. Халь ĕçлекен çурт — «Агро-Инновацисем» хысна предприятийĕнчен арендăна илнĕскер. «Технотрон» ăна реконструкцилеме хатĕр — производство лаптăкĕ самай хушăнĕ. Çак ыйтупа Экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерствине тухнă та — унта апла тумашкăн ирĕк памаççĕ-мĕн. Сăлтавне те ăнланмалла: «Агро-Инноваципе» тунă килĕшӳре сăмах пурлăх аренди пирки кăна пырать, реконструкци çинчен çăвар та уçман. Çурта çĕнетме ирĕк пани килĕшĕве пăсни пулĕччĕ.
Мĕн тумалла? Çак ыйтăва Олег Николаев экономика аталанăвĕн министрне Дмитрий Краснова пачĕ. «Пурлăх хуçи» икĕ вариант сĕнчĕ. «Технотрон» пурлăха, çĕр лаптăкне туянма, кайран хăйне кирлĕ реконструкци ĕçĕсене пурнăçлама пултарать. Анчах ку — вăрах истори. Предприяти ертӳлĕхне те çак çул тивĕçтерсех каймасть: пире хăвăртрах кирлĕ.
Кĕске çул — аренда килĕшĕвне çĕнĕрен тăвасси. Çав килĕшӳре çурта реконструкцилессипе çыхăннă условие те палăртса хăвармалла. Паллах, ку аукцион урлă пулĕ. Чăн та, çав аукциона «Технотронсăр» пуçне урăх организацисем те хутшăнма пултараççĕ — вĕсем плансене пăсас хăрушлăх пур. Çапах, «Технотрон» кунта вырнаçнă май унăн «преимущественное» текен правине шута илме пулать — палăртни тӳрре тухмалла.
Паллах, çак калаçу темăна сӳтсе явасси вĕçне пăнчă лартрĕ теме иртерех-ха. Олег Николаев кун пирки çитес вăхăтра Правительство çуртĕнче иртмелли канашлура та аса илтерме ыйтрĕ — «Агро-Инновацисен» ертӳлĕхĕпе те, Ял хуçалăх министерствипе те тĕплĕ тишкерме тивĕ. Анчах предприятие аталанма майсем туса парас ăнтăлу пурри куçкĕрет çирĕпленчĕ — çакă паха.