Новости по теме

23 Çурла, 2014

"Хыпар" хаçат,2014 çулхи çурла уйăхĕн 23-мĕшĕ, 164-165 №№

Номерте:
о Ирина Пушкина. Математикăна çул пама вăхăт çитрĕ. 1 стр.
о Ĕçлĕ тĕл пулу. Чул хула чукун çулĕн пуçлăхĕпе тĕл пулнă. 2 стр.
о Валентина Багадерова. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнни - пĕлтерĕшлĕ. 4 стр.
о Номерте - "Культура" кăларăм. 5-6, 11-12 стр.
23 Çурла, 2014

“Чăваш хĕрарăмĕ” № 34 /852/ 23.08.2014

- Шупашкар хулин çуралнă кунне... Кÿкеçре паллă турăмăр...
- Тĕрĕс мар апатланни те сывлăха хавшатать.
- Сĕт кÿлли камăн кĕсйине хулăнлатать?
- Чăваш Ен тĕп хули хăнасене килĕшнĕ.
- Чечек илемĕпе вăрах савăнтартăр тесен...
- Хурăн çырли - пахчарах.
22 Çурла, 2014

Математикăна çул пама вăхăт çитрĕ

Вĕренÿ тытăмĕн ĕçченĕсен çуллен пулакан республикăри конференцийĕ çурла уйăхĕн 20-21-мĕшĕсенче иртрĕ. Малтанхи кун вĕренÿ тĕрлĕ учрежденийĕнче ĕçлекен педагогсем секцисенче пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç.И.Н.

22 Çурла, 2014

Ултавпа инçе каяймăн

Кĕçнерни кун ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ - экономика политики, агропромышленноç комплексĕ тата экологи енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Олег Мешков МИХ ĕçченĕсемпе пĕрле Шупашкарăн кăнтăр-хĕвел анăç микрорайонĕнчи лавккасенче

22 Çурла, 2014

Районсем вырмана мĕнле хутшăнни

/ЧР Ял хуçалăх министерствин кăтартăвĕсем тăрăх, çурла уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне/

Цифрăсен пĕрремĕш колонки - тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене вырса пухнă /процентпа/, иккĕмĕшĕ - гектар тухăçĕ /центнерпа/, виççĕмĕшĕ - хирте комбайнсем ĕçленĕ /штукпа/, тăваттăмĕшĕ - талăксерен тырă пухса илнĕ /гектарпа/, пиллĕкмĕшĕ - кĕрхи тырăсем акма çĕр хатĕрленĕ /процентпа/, улттăмĕшĕ - выльăх апачĕ пĕтĕмпе хатĕрленĕ /процентпа - апат единици çине куçарса/.

22 Çурла, 2014

Кашни комбайн хире тухтăр

Сăмах кунта машина-трактор паркĕнче мĕскĕннĕн тăракан, хире кăларсан та пĕр-икĕ сехет ĕçлесенех çĕмĕрĕлекен комбайнсем пирки мар, тырă вырса пĕтернĕ хуçалăхсенчисем пирки пырать. Ертÿçĕсен пĕр-пĕринпе килĕшсе татăлса комбайнсене пулăшу кирлĕ районсен çуртрисен пуссине куçармалла. Лайăх çанталăкра пĕри те ĕçсĕр ан лартăр.

22 Çурла, 2014

Ыйтусем пур-и? Прокуратура пулăшĕ

Чăваш Республикин прокуратури халăхшăн уçă тытăм тенинче йăнăш çук: унăн ĕçченĕсем хăйсем тĕллĕн те тĕрлĕ коллективра пулаççĕ, пĕр-пĕр çăхавпа çула тухаççĕ е республикăри массăллă информаци хатĕрĕсем урлă çынсемпе «çыхăнса калаçаççĕ».

22 Çурла, 2014

«Ытларах юратмалла пулнă манăн...»

Пурăннă пулсан Чăваш халăх поэчĕ Геннадий Айхи çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче 80 çул тултармаллаччĕ. Шел, çак куна кĕтсе илеймерĕ. Анчах вăл пирĕнпех: асăмăрта, сăввисенче... Çакна Шупашкарта, тăван хутлăхĕнче - Патăрьел районĕнче - ирттерекен тĕрлĕ мероприяти аван çирĕплетет.

22 Çурла, 2014

Хавхалану çулталăкĕ те пултăрччĕ

Чăваш литературин классикĕн К.В.Ивановăн еткерлĕхне тĕнче шайĕнче хакланине шута илсе, ун ятне ĕмĕр асăнмалăх хăварас тата литература пĕлтерĕшне ÿстерес тĕллевпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев 2015 çул К.В.Иванов çулталăкĕ пулĕ тесе пĕлтерчĕ. Çак Указ халăха чылаях калаçтарчĕ. Патшалăх шайĕнче хамăр халăхăн мухтавлă ывăлне хисеп тунине нумай çын ырласа йышăнчĕ. Чăваш çыравçисем, сăмахран, урамра тĕл пулсан: «Тинех пирĕн пурнăç çăмăлланать», - теççĕ йăл кулса алă тытнă май.

22 Çурла, 2014

Вут-кăвар илеме те шеллемен

Илем тĕнчене çăлать теççĕ. Ку тĕслĕхре вара урăхларах килсе тухнă. Вут-çулăм живопиçе пĕр хĕрхенÿсĕр кĕл купине çавăрнă. Сăмахăм Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕрти Валентина Бочкаревăпа унăн ашшĕн Константин Гавриловăн /Каккăр Кĕçтенккийĕ тенĕ ăна/ картинисем пирки.

Pages